Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пылак парне йывӑр ӗҫре пулӑшӗ

Рустам Минниханов республикӑра ҫӑкӑр мӗнле пӗҫернине тӗрӗсленӗ, кондитерсем унран тухтӑрсем валли кучченеҫ парса янӑ

 Хусанти Булкӑпа кондитер комбиначӗ Тутарстанри ҫӑкӑр пӗҫерекен отрасль предприятисенчен чи пысӑкки, вӑл 285 тӗрлӗ продукци туса кӑларать. Иртнӗ ҫул комбинатра 21 302 тонна ҫӑкӑрпа булка изделийӗсем пӗҫернӗ.

"Чи кирлӗ апата –ҫӑкӑра – пӗр чӑрмавсӑр кӑларса тӑмалла, ҫынсен кашни кун ӑшӑ ҫӑкӑр илме май пултӑр", – тенӗ Президент.

Паян предприяти ятарлӑ режимпа  санитарипе эпидемиологи
требованисене пӑхӑнса ӗҫлет. Производствӑна лекиччен ӗҫлекенсем
температура тӗрӗслевӗ тата дезинфекци витӗр иртеҫҫӗ. Предприятине кӗриччен
республика президенчӗ те иртнӗ
кирлӗ процедурӑсене. Унӑн
температурине виҫнӗ, алӑсене
антисептикпа имҫамланӑ, апат-ҫимӗҫ производствинчи ятарлӑ тумтир тӑхӑнтартнӑ.
Ҫӑкӑрсӑр пуҫне Булкӑпа кондитер комбиначӗ пылак апат-ҫимӗҫӗн сарлака линейкине кӑларать. Комбинат директорӗ тухтӑрсене ҫӑмӑл мар ӗҫре пулӑшу парас тесе пылак парне хатӗрлени ҫинчен пӗлтернӗ.

"Тухтӑрсен коллективӗнче ытларах хӗрарӑмсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсен черченкӗ
хулпуҫҫийӗсем ҫинче пирӗн ҫынсен сывлӑхӗсем тытӑнса тӑраҫҫӗ. Сайра хутра каннӑ чухне пылак кучсенеҫпе чей ӗҫме вӗсене кӑмӑллӑ пулӗ. Тавтапуҫ сире ҫакӑншӑн",– тесе тав тунӑ Президент ҫӑкӑр пӗҫерекенсене. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев