Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççей шкулӗсенче çемье хаклăхӗсем çинчен вӗрентекен урок пулать

Семьеведени урокӗсенче педагогсем ачасене мӗн пирки каласа парӗç — çакăн çинчен паян ТР Наукăсен академийӗн Çемье тата демографи центрӗн директорӗ Чулпан Ильдарханова ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Ф. Х. Мухаметшин обществăлла организацисен представителӗсемпе ирттернӗ тӗлпулура каласа панă.

Раççей шкулӗсенче кулленхи çемье хаклăхӗсем çинчен вӗрентекен урок пулать. 


Семьеведени урокӗсенче педагогсем ачасене мӗн пирки каласа парӗç — çакăн çинчен паян ТР Наукăсен академийӗн Çемье тата демографи центрӗн директорӗ Чулпан Ильдарханова ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Ф. Х. Мухаметшин обществăлла организацисен представителӗсемпе ирттернӗ тӗлпулура каласа панă.


«РФ Патшалăх Думин Çемье хӳтлӗхӗн, ашшӗ-амăшӗн тата ача-пăча ыйтăвӗсемпе ӗçлекен комитечӗ „Семьеведени“ курса пурнăçласси пирки 2023 çул тăршшӗпе ӗç илсе пырать. Эп хам та ӗç ушкăнӗн пайташӗ. Ку ыйтупа ултă ӗçлӗ канашлу пулчӗ ӗнтӗ», — тенӗ вăл. 


Спикер Тутарстанра семьеведени урокӗсене наци компонентне кӗртмелли пирки те каланă. 


Ч. Ильдарханова шучӗпе, семьеведени курсӗнче ачасене çемье пурнăçӗн кашни сферипе тӗплӗн паллаштармалла.

 

Сăнӳкерчӗк ТР Патшалăх Канашӗн пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев