Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççей вице-премьерӗпе РФ Президенчӗн Атăлçи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Тутарстан стенчӗпе паллашнă

Паян Раççей вице-премьерӗ Дмитрий Чернышенко тата РФ Президенчӗн Атăлçи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров Мускаври ВДНХра иртекен «Россия» курав-форумри Тутарстанăн стенчӗпе паллашнă. Кун пирки «Татар-информ» ИА пӗлтерет.

Хăнасене экспозиципе ТР вице-премьерӗ — Тутарстанăн Раççейри полномочиллӗ представителӗ Равиль Ахметшин тата ТР спорт министрӗ Владимир Леонов паллаштарнă. 


Тутарстанăн стенчӗ çинче тепӗр çул Хусанта иртекен халăхсен хушшинчи «Пуласлăх вăййисем» мультиспортивлă турнира пысăк вырăн уйăрнă. 


Аса илтеретпӗр, ку шăматкун, декабрӗн 2-мӗшӗнче, «Россия» курав-форумра Тутарстан Республикин кунӗ пулать. Тутарстансен экспозицийӗ промышленноçри, ял хуçалăхӗнчи, экономикăри, медицинăри, культурăпа туризмри чи пысăк çитӗнӳсемпе паллаштарать. ТР Раисӗ Рустам Минниханов «Россия» курав-форумра Тутарстан Республикин кунне чи çӳллӗ шайра йӗркелесе ирттерме хушнă.


Сăнӳкерчӗк Тутарстан Республикин Раççейри полномочиллӗ представительствин пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев