Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççейри чăвашсем Тăван чӗлхе кунне нумай çӗрте паллă турӗç

Апрелӗн 25-мӗшӗнче ирхине 10:00 сехетре Наци библиотеки çывăхӗнчи И.Я.Яковлев палăкӗ умӗнче чаплă митинг иртрӗ. Унта РФ Патшалăх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков, ЧР Патшалăх Канашӗн спикерӗ Леонид Черкесов, ЧР культура министрӗ Светлана Каликова, Раççей митрополичӗн çумӗ Константин Малафеев сăмах каларӗç. Çак митинга Тутарстанран 19 çын хутшăнчӗç – вӗрентекенсем, библиотекарьсем, журналистсем. Шупашкарта пурăнакан Тутарстан чăвашӗсем те килнӗччӗ паллă ентешӗн палăкне пуç тайма, вӗсен хушшинче Галина Кӗмӗлпе Нина Артемьева поэтессăсем пурри савăнтарчӗ.

Çӗршыври 7 регионран чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсене пуçтарса Чăваш Республикин Вӗрентӳ министерстви педагогсен конференцине ирттерчӗ. Паллă вӗрентекенсем тӗрлӗрен мастер-классемпе тата урок тӗслӗхӗсемпе ӗçтешӗсене паллаштарчӗç.

15:00 сехетре К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш Патшалăх академи драма театрӗнче уяв концерчӗ иртрӗ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхӗн Олег Николаевăн видеосаламне кăтартрӗç. Хăй вăл çак кун Узбекистанра ӗçлӗ визитпа пулнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чăваш чӗлхи