Раççей федерализмӗн ашшӗн çулӗ
Республика ертӳлӗхӗнче Шаймиевăн ӗç карьерине Тутар обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ Фикрят Табеев çул уçнă. Вăл хаяр кăмăллă пулнă. Çирӗп ыйтаканскер. Табеев каласа панă тăрăх, вăл Мензелинскри «Сельхозтехникăн» çамрăк та пуçаруллă инженерне тахçанах сăнанă.
1967 çулта вăл 30 çулти Шаймиева партин Тутар обкомне илнӗ. Тата икӗ çултан Минтимер Шаймиев мелиораци тата шыв хуçалăхӗн министрӗ пулса тăнă – республикăри чи çамрăк министр. Малашнехи картлашкасем тата ертӳçӗсем ансат пулман. Вӗсемпе ӗçлеме пысăк шалти вăй кирлӗ пулнă. Çав вăхăтрах çемçелӗх те, дипломати те. 1980-мӗш çулсен варринче вăл ТАССР Министрсен Канашӗн председателӗ, 1989 çулта Шаймиев республика ертӳлӗхӗнче обкомăн пӗрремӗш секретарьне Гумер Усманова улăштарать. Тата икӗ çултан вăл федерци шайӗнчи политик, тата кăштахран политикăри тяжеловес, «Раççей федерализмӗн ашшӗ» пулса тăрасси пирки ун чух никам та шутлама пултарайман.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев