Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççей Тинӗс Çар флочӗн тӗп парачӗ Питӗрте иртрӗ

Севастопольте тинӗс уявне ирттерме хальхи вăхăра хăрушă пулнипе Çар флочӗн пардне Санкт-Петербургра ирттерчӗç

Тинӗс Çар флочӗн Кунне халалланă уява Раççейре çулсерен анлăрах ирттереççӗ. Санкт-Петербургра пурăнакансемшӗн вăл тӗп уявсенчен пӗри. Çак хула флотпа тачă çыхăннă, унта пурăнакан пиншер çын моряк пулса хӗсмет иртнӗ, нумай çын судносем тăвакан заводсенче, конструкторсен бюровӗсенче ӗçлет, çӗнӗ карапсем проектлать.

Июлӗн 31-мӗшӗнче Питӗрте иртнӗ Тинӗс Çар флочӗн парадӗнче Раççей Президенчӗ Владимир Путин та пурччӗ. Вăл хӗсметре тăракансене те, çырана аннă ватă матросссене те уявпа саламларӗ.

Балтика флотилийӗнчи карапсен рейдӗнче «Чувашия» ракета катерне курма кăмăллăччӗ.

Владимир Живов сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев