Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Районсем туристсене кӗтеççӗ

Май уявӗсенче Хусан, Аслă Пăлхар, Свияжск, Елабуга – Тутарстан хăнисене илӗртекен тӗп вырăнсем пулса тăраççӗ. Çак кунсенче унта килсе куракансене тӗрлӗрен экскурсисем, куравсем, мастер-классем кӗтеççӗ.

Тутарстанри ытти районсене те туристсем йышлăн çӳреме пуçланă. Майăн 10-мӗшӗнчен пӗр хутченхи ушкăнлă экскурси маршручӗсем Кукмор, Лайăш, Камско-Устьински, Элмет, Лениногорск, Тури Услон районӗсене пулççӗ. Çавăн пекех Алексеевскипе Мамадыш районӗсене çитсе курма пулать. Арск районӗнче «Тӗлӗнтермӗшсен вăрманӗ» интерактивлă парк туристсене кӗтет. Унта тутар эпосӗн атмосферине туйса илме пулать. Вупăр карчăкӗн çуртӗнче пулса курма пулать тата Аçтаха йăвинче.
Туристсене кӗтсе илме Саба районӗ те хатӗрленет. Кунта хăнасене Медресен интерактивлă музейӗ, дендрарий, Саба вăрман хуçалăхӗн историйӗн музейӗ, «Аргамак» картодром кӗтеççӗ. Кăçал Мингерти премиаль шайӗнчи отель, спа-комплекс, медицина центрӗ те канас текенсем валли алăкӗсене уçӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев