Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Расим Баксиков ырă кӳршӗлӗх фестивальне хутшăнчӗ

«Хальхи ачасене эпӗ питӗ ăмсанатăп», – терӗ Раççей Геройӗ

Июлӗн 30-мӗшӗнче Аксу район центрӗнче иртнӗ «Наш двор» ырă кӳршӗлӗх фестивальне Раççей Геройӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Расим Баксиков та хутшăнчӗ. Районти предприятисемпе организацисенче ӗçлекенсем, ачаллă çемьесем, кӳршӗллӗ пурăнакансем пуçтарăнчӗç мероприятие. Ырă кӳршӗлӗх фестивалӗнче районти Тӗп библиотека, таврапӗлӳ музейӗ, клубсем, Çамрăксен ӗçӗсен уйрăмӗ, Форпост центрӗ, «Движение Первых», юнармеецсен юхăмӗсем, Ача-пăча искусствăсен шкулӗ, вӗрентӳ организацийӗсем, Хасан Туфан музейӗ тематикăлла площадкăсем хатӗрленӗччӗ. 

Пухăннисене малтан Аксу район Ӗçтăвкомӗн ертӳçи, «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмӗн секретарӗ Алмаз Мингулов саламларӗ. Вăл районта федераллă, республика тата муниципаллă программăсемпе нумай ӗç пурнăçланнине, кунта халăх туслă пурăннине, ӗçчен пулнине, СВОри ентешсене пӗтӗм кăмăлтан пулăшнине палăртрӗ. 

«Ку фестиваль акă сирӗн пата та çитрӗ. Саламлатăп сире! – терӗ Расим Баксиков. – Тутарстанра хамăр пурăнакан, вӗренекен территорисене лайăхлатмалли программăсем ӗçлеççӗ. Ялсенчи пурнăçа лайăхлатас тесе те нумай тăрăшаççӗ республика ертӳçисем. Çакă питӗ савăнтарать. Сирӗн шкулăрсем, спорт площадкисем Хусантинчен пӗрре те кая мар. Хальхи ачасене эпӗ питӗ ăмсанатăп», – терӗ Раççей Геройӗ Расим Баксиков. 

Аса илтеретпӗр, Аксу районӗ Расим Рашидовичшăн ют мар. Унăн кукамăшӗ Савгачево ялӗнчен. Ача чух пӗр вăхăт кукамăшӗ патӗнче те пурăннă вăл. Эппин унра чăваш юнӗ те чупать. Аксу районӗнче иртекен мероприятисене Алексеевски районӗнчи Пӳлерте çитӗннӗ ентешӗмӗр час-час хутшăнать. 
«Наш двор» фестивалӗн хăнисем кашни площадкăна курса çаврăнчӗç. Кашни хăйӗн ӗçӗпе тӗплӗн паллаштарма тăрăшрӗ вӗсене. Акă, тӗслӗхрен, Емелькино вăтам шкулӗн директорӗ Алексей Никитин шкулти çар тата ӗç мухтавӗн музейӗнче упранакан экспонатсемпе паллаштарчӗ. Кăçал, Аслă Çӗнтерӗве 80 çул çитнӗ тата Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ пулнă май музей палăрмаллах çӗнелнӗ. Çӗнӗ экспонатсемпе – Аслă вăрçа, ятарлă çар операцине хутшăннисен харпăр япалисемпе, наградисемпе – пуянланнă. Алексей Дмитриевич хамăр пурăнакан тăрăх, шкул историне, кунта пурăннă, пурăнакан çынсем çинчен пурин те пӗлмелле тесе шутлать, çавăнпа музее кунран кун пуянлатас тесе тăрăшать. Вăл фестиваль хăнисене кунта илсе килнӗ кашни экспонат, сăнӳкерчӗксем çинчи паттăрсем пирки тӗплӗн каласа пачӗ. Хăнасем ăна кăсăклансах итлерӗç.
Фестивальте тăван тăрăхшăн курăмлă ӗç тăвакансене Тав хучӗ парса чысларӗç.
 
З.Леонтьева сăнӳкерчӗкӗ. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Фестиваль