Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Редакцие унчченхи мелпе çыру çитерме çук-тăк, çӗнӗ мессенджер урлă яма пулать

Хаклă вулакансем! Редакцие тӗрлӗ мелпе çыру, салам, сăнӳкерчӗк е тата ыттине тӗрлӗ майпа ярса пама пулать халӗ. Тӗслӗхрен, мессенджерсем (Ватсап, Телеграм) урлă. Нумайăшӗ унпа усă курать те.

Халиччен эпир вулакансемпе Ватсап урлă ытларах çыхăну тытнă. Анчах та юлашки вăхăтра сиртен нумайăшӗ редакцин 89179076881 номерӗпе çак мессенджер урлă нимӗн те яма çук тесе калама пуçларӗç. Ку чăн та çапла, Ватсапра çырусем килме пăрахрӗç. 

Эппин урăх мел шырамалла. Çавăнпа та, юлташсем, халӗ редакципе MAX мессенджер урлă çыхăну тытма пулни пирки пӗлтеретпӗр. Вăл нумайăшӗн пур та ӗнтӗ. Камăн çук, смартфонăр çине лартма сӗнетпӗр. Телефон номерӗ çӳлерех асăнниех. Апла-тăк çак кунран сирӗн çырăвăрсене, саламăрсене, сăнӳкерчӗкӗрсене MAXра та кӗтетпӗр!

 

Редакци.

В.Александрова сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев