Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рейда тухнă инспекторсем 6 протокол çырнă

Тутарстан Республикин Биоресурссемпе патшалăх комитетӗн ӗçченӗсем саккунсăр пулă тытакансен ӗçне чарнă

 Апрелӗн 25-мӗшӗнчен республикăра комплекслă «Нерест» оперативлă профилактика мероприятийӗ иртет. Çак вăхăтранпа Тутарстан Республикин Биоресурссемпе патшалăх комитетӗн ӗçченӗсем юханшывсен акваторийӗсене тишкереççӗ, çавăн пекех пулă тытас йӗркене тимлеççӗ тата браконьерсене тытса чараççӗ. Çакнашкал пӗрлехи профилактика мероприятине Тутарстан Республикин Биоресурссемпе патшалăх комитетӗн Рыбно-Слободски, Пестрецы, Тюлячи районӗсенчи уйрăмӗсем Кама юханшывӗн акваторийӗнче ирттернӗ. «Мешенский» çутçанталăк зоологи заказникӗн территорине кӗрекен лаптăкра.

Ирхи рейдра пулăçăсем тӗлӗшӗпе Административлă Кодексăн 8.39 статйипе 6 протокол çырнă. Ку вăл вырăсла каласан «Нарушение правил охраны и использования природных ресурсов на особо охраняемых природных территориях».

Тутарстан Республикин Биоресурссемпе патшалăх комитетӗн пресс-служби.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев