Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Республика Çӗнӗ çула хатӗрленет

ТР Раисӗ Рустам Минниханов ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ канашлура муниципаллă йӗркеленӳсен пуçлăхӗсене тӗп елкăсене, хуласене, районсене, поселоксемпе ял хутлăхӗсене, урамсене, обществăлла вырăнсене тата ытти объектсене уява илемлетме хушнă.

«Культура, вӗренӳ, спорт тата çамрăксен политикин учрежденийӗсемпе пӗрле каникул вăхăтӗнче кашни ӳсӗмрисем валли мероприятисем йӗркелемелле, уйрăмах çемье канăвне  тимлӗх уйăрмалла. Уçă сывлăшра спортпа туслашма майсем туса памалла, шкул çумӗнчи тата стационарлă лагерьсен, çавăн пекех ытти социаллă учрежденисен ӗçне йӗркелемелле. СВО хутшăнакансен çемйисене, нумай ачаллă çемьесене, тăлăх ачасене тата сывлăх енчен çирӗпех мар çынсене уйрăм тимлӗх уйăрмалла», – пӗлтернӗ республика ертӳçи.

Иртнӗ эрнере Тутарстанри Хуласене аталантармалли институт «Курше» фестивалӗн хӗллехи сезонӗн заявка кампанине пӗтӗмлетнӗ. Конкурс шайӗнче муниципалитетсенчен пурӗ 1448 заявка килнӗ. Эксперт суйлавӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх 49 проект çӗнтерӳçӗ пулса тăнă, вӗсене укçа-тенкӗ уйăрса панă. Грант илекенсен 200 яхăн мероприяти ирттермелле.

Муниципалитет пӗрлӗхӗсен ертӳçисене вӗсене çӳллӗ шайра ирттерме хушнă. Массăллă мероприятисене йӗркелекенсен пушар тата транспорт хăрушсăрлăхӗн, общество йӗркине сыхлассипе çыхăннă пӗтӗм мерăсене пăхăнмалла. Пиротехника изделийӗсемпе усă курнă чухне хăрушсăрлăх ыйтăвӗсене уйрăм тимлӗх уйăрмалла», –  палăртнă Рустам Минниханов.

Декабрӗн 24-мӗшӗнче «Татнефть-аренăра» республика ёлки иртет, унта хуласемпе районсенчен 8 416 ача килмелле. ТР Çамрăксен  ӗçӗсен министерствин мероприятие çӳллӗ шайра ирттермеллине те палăртнă ТР Раисӗ. Муниципалитет пуçлăхӗсен ачасене мероприятие çитерме транспортпа тивӗçтермеллине, резервлă транспорт хатӗрлемеллине те каласа хăварнă вăл. Çанталăк условийӗсем япăх пулсан аякри районсенчи ачасене вăхăтлăха вырнаçтарма 1400 вырăн хатӗрлесе хума хушнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Новый год ТР Раисӗ