Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Республика экономикин ӳсӗмӗ пур

Паян ТР Министрсен Кабинетӗнче республикăн социаллă экономикин 2026 – 2028 çулсенчи аталанăвӗ мӗнлерех пулассине сӳтсе яврӗç. ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин ертсе пыракан лару ӗçне ТР Раисӗ Рустам Минниханов, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, республикăн Правительствин представителӗсем, ведомствăсен, хула-районсен ертӳçисем хутшăнчӗç.

 Предприятисемпе организацисем пӗр тикӗс ӗçленине, федераллă тата регион пулăшăвӗсене кура республика экономикинче ӳсӗм пуррине пӗлтерчӗ Алексей Песошин ларăва уçнă май. Кăçалхи 8 уйăх пӗтӗмлетӗвӗсемпе, республикăн пӗтӗмӗшле продукчӗ 3,7 триллион текӗпе (102 процент) танлашнă, промышленность производствин индексӗ 110,7 процента çитнӗ. Пӗрремӗш çур çулта пӗтӗмпе республикăна 660 миллиард тенкӗ инвестици хывнă.

 ТР экономика министрӗ Мидхат Шагиахметов хăйӗн докладӗнче экономикăн ӳсӗмӗ чăн малтан нефтехими, нефть тирпейлекен, машиностроени, оборона предприятийӗсем тухăçлă ӗçленипе, ял хуçалăх продукцийӗн калăпăшӗ ӳснипе, потребительсен рынокӗнчи динамика лайăх пулнипе çыхăнтарчӗ. Кунсăр пуçне ятарлă экономика зонисен резиденчӗсем, промышленность паркӗсем производство калăпăшне ӳстерни, инвестици проекчӗсем пурнăçланни, инвестицисем ӳсни витӗм панине, пӗчӗк тата вăтам бизнес мӗнпур сферăн аталанăвне хăйсенчен пай кӗртнине асăнчӗ. Регионăн пӗтӗмӗшле продукчӗ 2025 çулта 102,4 процентпа танлашать. Килес 2026 çулта ку кăтартăвăн прогнозӗ 102,1 процентран кая мар пуласса пӗлтерчӗ министр.

Чăн та, палăртни пурнăçлантăр тесен предприятисен пӗр тикӗс ӗçлемелле, продукцие вырнаçтармалли рынока анлăлатмалла, çав шутра халăхсем хушшинчи çӗнӗ рыноксене тухса тата технологи аталанăвӗпе ӗç тухăçлăхне ӳстермелле.

Çапла вара предприятисен планӗсене шута илсе 2026 çула прогноз çапларах: промышленность индексӗ – 101,7, çурт-йӗр, промышленность тата инфраструктура строительствин калăпăшӗ – 100,8 – 101,5, ял хуçалăх производстви 101,5 процент.

Патшалăх программипе килӗшӳллӗн, 2027 – 2028 çулсенче ял хуçалăх продукцине туса илесси 101,5 – 101,7 процента çитмелле.

Потребительсен активнăçӗ те майпен ӳсессе кӗтеççӗ. Ваккăн сутакан тавар çаврăнăшӗ тата туристсен потокӗ ӳссе 102,8 – 103,1 процентпа танлашамалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Экономика