Республика кунӗ умӗн Çӗпрел районӗ 95 çул тултарнине паллă турӗ
Республика кунне халалланă мероприятисем кашни муниципаллă районтах августăн 30-мӗшӗччен самай маларах иртрӗç. Нумайăшӗшӗн вăл район кунӗпе тӗл лекет. Çӗпрел районӗ те шăп 95 çул каялла августăн 10-мӗшӗнче йӗркеленсе кайнă.
Республика кунне халалланă мероприятисем кашни муниципаллă районтах августăн 30-мӗшӗччен самай маларах иртрӗç. Нумайăшӗшӗн вăл район кунӗпе тӗл лекет. Çӗпрел районӗ те шăп 95 çул каялла августăн 10-мӗшӗнче йӗркеленсе кайнă.
Районăн çуралнă кунне августăн 27-мӗшӗнче уявларӗç. Районти Культура çуртӗнче иртнӗ торжествăлла мероприятисӗр пуçне ытти пулăмсемпе те палăрчӗ çак кун. Кивӗ Çӗпрел ял хутлăхӗн центрӗнче кунӗпе пыл ярмаркки ӗçлерӗ. Хăйсен продукцийӗпе паллаштарма Ульяновск облаçӗн, Пушкăртстанăн, Чăваш Енӗн, паллах, районти ял хутлăхӗсен утарçисем килсе çитнӗ.
Пенсионерсен союзӗн вырăнти уйрăм ертӳçи Дилюза Азизова тăрăшнипе «Дары осени» курав ӗçлерӗ. Унта район çыннисем хăйсен пахчинче ӳстернӗ тӗрлӗ пахча çимӗç, улма-çырла илсе килнӗ. Мӗн кăна çитӗнтермеççӗ çӗпрелсем!
Районăн çуралнă кунне палăртма килсе çитнӗ хăнасен пыл ярмарккинче çӳреме те, куравпа паллашма та май пулчӗ.
Мероприятин официаллă пайӗ Паттăрсен аллейинче чечек хунипе пуçланчӗ те Культура çуртне куçрӗ. Чӗннӗ хăнасем шутӗнче ТР Раисӗн пулăшуçи, 2007 – 2013 çулсенче Çӗпрел районне ертсе пынă Тимур Нагуманов, «Тутарстан Республикин муниципаллă йӗркеленӗвӗсен канашӗ» ассоциацин ертӳçи Экзам Губайдуллин (вăл хăй те çак район çынни), РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ирек Гильмутдинов, ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов, Хусанти Çӗпрел ентешлӗхӗн ӗç тăвакан директорӗ, ХФУн Филологипе культурăсен хушшинчи коммуникацисен институчӗн директорӗ Радиф Замалетдинов, «Созвездие – Йолдызлык» конкурсăн генеральнăй продюсерӗ, ТР искусствосен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Дмитрий Туманов, «Сувар» хаçат редакторӗ Ирина Трифонова, Тутарстанри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн председателӗ, Хусанти Туслӑх Çурчӗн муниципаллӑ йӗркеленӳсемпе, Туслӑх çурчӗсемпе тата центрӗсемпе ӗçлессипе уйрӑм заведующийӗ Сильвия Чаркина пулчӗç.
Куравра районăн тӗрлӗ енлӗ пурнăçӗпе паллашнă хыççăн хăнасемпе район çыннисем Культура керменӗн залне кӗрсе вырнаçрӗç. Кăçалхи тухăçăн пӗрремӗш çăнăхӗнчен пӗçернӗ çăкăрпа кӗтсе илчӗç вӗсене.
Пухăннă халăха уявпа Çӗпрел район пуçлăхӗ Марат Гафаров, Экзам Губайдуллин саламларӗç.
«Чăннипе те нумай нациллӗ халăх праçникӗ ку. Паян районта туслăхпа килӗшӳре тутарсемпе чăвашсем, ытти халăхсем пурăнаççӗ. Чӗлхесемпе йăла-йӗркесене упраса хăварассипе питӗ пысăк тимлӗх уйăрăнать. Уяв пӗрлӗхпе тăнăçлăхăн, Тутарстан халăхӗсен килӗшӗвӗн символӗ пулса тăрать. Çӗпрел районӗ республикăпа пӗр ритмпа аталанса пырать. Унăн çитӗнӗвӗсенче кашнин тӳпи пур. Пирӗн çӗр – пултаруллă çынсен Тăван çӗршывӗ. Вӗсем культурăра, вӗрентӳре, сывлăх сыхлавра тата ытти сферăсенче пысăк çитӗнӳсем тунă», – терӗ Марат Гафаров. Уйрăммăн район ертӳçи ятарлă çар операцине хутшăннисем, вӗсен çемйисем çинче чарăнчӗ. Вӗсене пур енлӗ пулăшу парасси лайăх пурнăçланса пынине палăртса СВО паттăрӗсене килӗсене хăвăртрах çӗнтерӳпе ырă-сывă таврăнма сунчӗ.
Экзам Губайдуллин та çӗпрелсене чи ыррине сунса çӗршывра мирлӗ пурнăç, пуçарнă ӗçсенче ăнăçу пултăр терӗ.
«Эпӗ хам та çак тăрăхран тухнă. Кунта питӗ те ӗçчен, лайăх çынсем пурăнаççӗ. Тата çав тери шанчăклă çынсем, çӗпрелсемпе хăрамасăрах разведкăна кайма пулать. Чечеклентӗр тăван ен, ăнăçу пурне те», – терӗ Экзам Саматович.
Чӗннӗ хăнасем тухса калаçни хушшинче тӗрлӗ сферăра палăрнисене чысларӗç. Чи малтан тухăçа пухса кӗртессипе малта пыракан хуçалăх ертӳçисене палăртрӗç. Çавсен шутӗнче «Цильна», «Бикчуров Р.А.», «Махмутов И.Ф.», «Низамов», «Рассвет – Агро» хуçалăхсем.
Вӗсем хыççăн сцена çине районăн социаллă экономика аталанăвне пысăк тӳпе кӗртнисене чӗнсе кăларчӗç. Активистсем, ӗç ветеранӗсем, обществăлла ӗçченсем пулчӗç вӗсен хушшинче. Ӗçне кура кашнине патшалăх наградисемпе, Хисеп хучӗсемпе, район пуçлăхӗн Тав çырăвӗпе, Çӗпрел районӗн 95 çулне халалланă юбилей медалӗсемпе чысларӗç. Çавсен ретӗнче Кивӗ Чакăри Архангел Михаил ячӗллӗ чиркӳ пачăшки Олег атте те пулчӗ. Ун çинчен илтмен çын сахал. Православи пачăшки тивӗçне пурнăçласа пыраканскер ыркăмллăхçă пек те палăрса тăрать. Ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа передовойне гуманитари пулăшăвне леçме çӳрет. Район пуçлăхӗ Марат Гафаров ун пирки уйрăммăн каласа тав турӗ.
Вырăнти артистсен юррисене итленӗ хыççăн сцена çине Ильдар Гильмутдиновпа Николай Угаслов тухрӗç. Вӗсен те каламалли нумай пулчӗ район çыннисене. Николай Угаслов ентешӗсене ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев, ЧР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов ятӗнчен те саламларӗ. «Пӗр 15 çул каялла район çумӗнчен кӗмесӗр иртсе кайнă пулсан, халӗ çынсем кунта килсе курасшăн. Мӗн курмалли вара кунта пур. Чи пысăк пуянлăх вара – çынсем тата пирӗн çӗр», – терӗ Николай Федорович.
«Созвездие – Йолдызлык» ашшӗ Дмитрий Туманов хăйӗн тымарӗсем çакăнтан пулнине тепӗр хут аса илтерчӗ. Тăван çӗршывӗпе мăнаçланнине пӗлтерчӗ. Тимур Нагуманов та хăй ӗçленӗ çулсене асăнчӗ. «Тӗрлӗ çӗрте ӗçленӗ эпӗ, анчах эсир ялан ман асра пулнă. Çӗпрелсем хăйне йышши уйрăм çынсем, сире манма çук. Тата эсир улшăнмастăр. Тăнлавсем кăштах шуралнă, кӗлеткепе пăртак çавракаланнă пулин те эсир пӗрре те улшăнман», – шӳтлерӗ ТР Раисӗн пулăшуçи.
Паллă самантсен шутӗнче пӗр сферăра нумай çулсем ӗçленӗ мăшăрсене чыслани пулчӗ. Вӗсен хушшинче Абдракиповсем, Айметовсем, Айнетдиновсем, Ахметзяновсем, Григорьевсем, Калимуллинсем, Кондрашкинсем, Хайруллинсем пулчӗç.
Малалла район кунӗ «Çӗпрел» паркра тутар тата чăваш эстрада çăлтăрӗсен концерчӗпе тăсăлчӗ.
Ирина ГОРДЕЕВА.
Сăнӳкерчӗксем авторăн тата Эльвира Ярмушован, «Родной край» хаçат.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев