Республика уй-хирӗсенче хӗрсех вырма пырать
Августăн 14-мӗшӗ тӗлне 425 000 гектартан тырă пухса илнӗ, çакă пӗтӗмӗшле вырма лаптăкӗн 28 проценчӗпе танлашать. Вырса илнӗ 1,6 миллион тонна тыр-пулăн кăтартăвӗ – гектартан 39 центнер тесе пӗлтернӗ ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗн пӗрремӗш çумӗ Наиль Залаков ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ канашлура.
Ун сăмахӗпе Кама леш енчи районсенче Аксу, Çӗнӗ Шуçăм, Нурлат районӗсем малта пыраççӗ, унта тыр-пул лаптăкӗсен 40 процентӗнчен тӗш тырă пухса илнӗ. Атăл тăрăхӗнчи районсенчен Теччӗ малта пырать, унта хирсен 43 процентӗнчен тырă вырнă. Ку район гектартан чи нумай тырă пухса илет, теччӗсен тухăçӗ – пӗр гектартан 55 центнер.
ТР Президенчӗ те, ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ те районсенче вырма ӗçӗсем мӗнле пынипе кайса паллашсах тăраççӗ. Çак кунсенче ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ М.А.Зяббаров Çӗпрел районӗнчи «Цильна» обществăра, «Рассвет-Агро» агрофирмăра, «Исток» сӗт-çу цехӗнче пулса курчӗ, районти хуçалăхсен ертӳçисемпе тӗл пулчӗ, вырма ӗçӗсем мӗнле пынипе паллашрӗ. Район пуçлăхӗ М.Р.Гафаров каланă тăрăх, 30 пин гектар лаптăк çинчен тыр-пул пухса илмелле, вăтам тухăç гектартан 40 центнер.
Телее, çитӗннӗ тыр-пула пухса илме çанталăк аван тăрать кăçал. Ял хуçалăх ӗçченӗсем унпа туллин усă кураççӗ. Эппин пӳлмесем тулли пулӗç.
Хамăр корр.
Сăнӳкерчӗкре: ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ М.Зяббаров «Цильна»
хуçалăхăн комбайнерне Р.Шайдуллова саламланă самант.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев