Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăра пулăсене çăлса хăварас тӗллевпе акци пуçарнă

Шывра пурӑнакансене вилӗмрен çăлас тӗллевпе Тутарстанра çулсерен «Рыбе – быть! (Балык-Булсын!)» экологи акцине ирттереççӗ.

Шартлама сивӗсем шыв айӗнче пурăнакан чӗрчунсемшӗн пысӑк тӗрӗслев пулса тӑнисӗр пуçне самай пысăк хăрушлăх та кăларса тăратаççӗ. Шыв-шур çийӗ хулăн пăрпа тата юрпа витӗнни шыв ăшне сывлăш кӗме чӑрмантарать. Кун пек вара пулӑсем сывлаймасăр вилме  те пултараççӗ, – пӗлтерет ТР Биоресурссен патшалăх  комитечӗн пресс-служби. Телее, вӗсем çинчен те шутлакансем пур.  

Шывра пурӑнакансене вилӗмрен çăлас тӗллевпе Тутарстанра  çулсерен «Рыбе – быть! (Балык-Булсын!)» экологи акцине ирттереççӗ. Сăмах аэраци мелӗпе пулӑсене çăласси пирки.  Ку мероприятие чи малтан ТР Биоресурссен патшалӑх комитечӗн ӗçченӗсем тата Алексеевски районӗнчи пулӑçсем хутшӑннӑ.

«Ку мероприятие хӗлле, шартлама сивӗсем пуçлансан тата çак вăхăт вăраха кайсан, юр хулăн витсе кайсан ирттереççӗ. Хӗвел çути çуккипе шыв-шурсенче сывлăш çителӗклӗ мар, çапла вара пулăсем вилсе пӗтес хăрушлăх ӳсет. Инкеке сирес тӗллевпе   районсенчи юханшывсемпе кӳлӗсен пăрланнă çийне 100 шӑтӑк таран шӑтартӑмӑр, çапла майпа пулӑсене сывлӑш кӗме май туса патӑмӑр», – теççӗ акцие хутшӑнакансем.

Çӑлав акцине хула çыннисем те хутшӑнма пултараççӗ. Кун валли ТР Биоресурссен патшалӑх комитечӗн районти специалисчӗсемпе çыхăнмалла. Çăлав мероприятийӗ  республикӑри шыв-шурсем пăртан тасаличченех пырӗ.

Сăнӳкерчӗк: ТР Биоресурссен патшалăх  комитечӗн пресс-службин. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Госкомитет по биоресурсам РТ