Республикăри 10 тата ытларах ачаллă ултă çемьене 16 вырăнлă «Атлант» автобус парнелерӗç
ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин Галиаскар Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи театрӗн çӗнӗ çуртӗнче республикăн тӗрлӗ районӗнче пурăнакан 10 тата ытларах ачаллă ултă çемьене 16 вырăнлă «Атлант» автобусăн уççине пачӗ.
– Нумай ача ашшӗ-амăшӗсем эсир çамрăк çемьесемшӗн тӗслӗх, ачăрсемпе савăнăр, хăвăр аслăрах пулсан вӗсем сирӗн тӗревӗр пулӗç. Эпир Тутарстанпа мăнаçланатпăр, вăл çемье политикине тимлӗх уйăракан, çемьесене тӗрев паракан республика, – терӗ вăл çемьесене саламласа.
Республикăн парнине, «Атлант» автобуса, хальхинче республикăн тӗрлӗ районӗнчи 6 çемье: Çырчаллинчи 13 ачаллă Яруллинсем, Элмет районӗнчи 12 ачаллă Федоровсем, Арск районӗнчи 10 ачаллă Сафаргалеевсем, Елабуга районӗнчи 10 ачаллă Гильдебрант, Ешӗлвар районӗнчи 10 ачаллă Винокуровсем, Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи 10 ачаллă Никифоровсем тивӗçрӗç.
Хальхи вăхăтра Тутарстанра 60 пин нумай ачаллă çемье пирӗн, вӗсенче 200 пин ача ӳсет.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев