Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

РФ Патшалăх Думин депутачӗ Анатоий Аксаков иртнӗ эрнере Рустам Миннихановпа тӗлпулнă

Вăл нефтьпе газ промышленноçӗн цифрăлла улшăнăвне халалланă Тутарстанри нефтегазохими форумне хутшăннă. Вăл республика ертӳçисемпе Хусанта банк ӗçченӗсен форумне ирттересси пирки калаçнă. Унтан Аксаков Андрей Кузьмин хуравӗсене «Галстуксăр тӗлпулу» передачăра хуравланă.

Раççейпе Тутарстанăн нефть рынокӗнчи лару-тăру мӗнле? Нефтяниксемпе бизнесменсене йывăрлăхсене çӗнтерме патшалăх мӗнлерех пулăшать? Бюджет мӗнле пулать: профицитлă е дефицитлă? Çынсем тӳлеме пултарни чакса пыни: раççейсен тупăшӗпе мӗн пулса иртет? Тутарстанра банкирсен форумӗ пулса иртнӗ хыççăн мӗнле çӗнӗ пулăшу мелӗсене кӗтмелле? ЦБ ставки чакма пултарать-и?

Анатолий Аксаков сăмахӗсемпе, Тутарстанри нефтяниксемпе промышленниксем санкцисем вăхăтӗнче çухалса каймасăр ӗçлеççӗ. Вӗсем производствона нефтӗн тарăн переработки енне çавăрнă тата ытти çӗршывсене сутма пуçланă. ТР регионсем валли хальхи вăхăтра ӗçе еплерех тӗрӗс йӗркелемелли тӗслӗх, флагман пулса тăрать, тесе палăртнă «Татарстан-24» канал валли панă интервьюра РФ Патшалăх Думинчи Финанс рынокӗн комитечӗн председателӗ. Ун сăмахӗсем тăрăх, Тутарстан экспорт юхăмӗсене Анăçран Азире Африкăна тата Латин Америкине куçарнă.

«Паллах, йывăрлăхсемсӗр мар, çав шутра маларах Европăран, АПШ-ран килекен комлпектлакан хатӗрсене улăштарасси пирки те. Анчах та вӗсене кунта ăнăçлăн татса параççӗ. Эпӗ – чеен кулса тенӗ пулăттăм, – палăртнă политик.
Аса илтеретпӗр, Анатолий Аксаков Пушкăртстанра çуралнă чăваш. Вăл 2008 çулччен Федераллă Чăваш наципе культура автономине ертсе пычӗ. Политик ӗнтӗ виççӗмӗш хут тăтăш Патшалăх Думине депутат пулса суйланнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев