Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

РФ Цифра министерстви Тутарстанри пӗчӗк ялсене интернетпа ҫыхӑнтарма хушма укҫа уйӑрать

Тутарстанри кил-ҫурт хуҫалӑхӗсене интернетпа ҫыхӑнма субсидисем пама тытӑнаҫҫӗ тесе пӗлтернӗ ТР Цифра министерствин коллегийӗнче федераллӑ ведомство ертӳҫи Максут Шадаев

«Республикӑпа пӗрле иртнӗ ҫулта эпир 250-500 ҫын таран пурӑнакан ялсене интернетпа ҫыхӑнтарас программӑна вӗҫлерӗмӗр. Халӗ 100-250 ҫын пурӑнакан ялсенчи ҫынсем пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернетпа ҫыхӑнма пултарччӑр тесе инфраструктура тӑва пуҫларӑмӑр.

Тутарстанра сеть саралнин шайӗ ҫӗршыври вӑтам кӑтартуран ҫӳллӗрех пуласса шанас килет.

Республика тӗрев парас пулсан, эпир хушма финанслав уйӑрма хатӗр. Ҫав вӑхӑтрах эпир ял хутлӑхӗнчи уйрӑм кил-ҫурт хуҫалӑхӗсене интернетпа ҫыхӑнмалӑх субсиди парасси пирки ӗҫлетпӗр. Республика ҫакна хута яракан перремӗш регионсенчен пӗри пуласса шанас килет", – тенӗ Шадаев.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев