Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

РУДОЛЬФ НУРЕЕВ, ТАВРĂННИ

Мартăн 17-мӗшӗнче тӗнчипе паллă ташă ăсти Рудольф Нуреев çуралнăранпа 85 çул çитрӗ

Мартăн 12-мӗшӗнче çӗршывра Рудольф Нуреев паллă артиста халалланă халăхсен хушшинчи «Нуреев сезонӗсем» пуçланчӗç. Кăçал вӗсем пиллӗкмӗш хут иртеççӗ. Чи малтанах «...сезонсем» чăнах та Халăхсен хушшинче иртнӗ: Париж – Мускав – Ӗпхӳ – Хусан. Анчах юлашки икӗ çул, шел те, çакăн пек пысăк пӗлтерӗшлӗ культура событийӗ Раççейре кăна иртет. Кăçал мартăн 17-мӗшӗнче тӗнчипе паллă балет ташăçи 85 çул тултарнă пулӗччӗ.

 

Юбиляра халалланă мероприятисем мартăн 14-мӗшӗнче Мус­кавра уçăлнă, 17 – 21-мӗшӗсенче Ӗпхӳре иртнӗ. Мартăн  22 – 27-мӗ­шӗсенче хусансен генилле ташă­çăн ăс­талăхӗпе çывăхрах паллашма май пулчӗ. 

«Нуреев сезонӗсем» проект Президентăн культура пуçа­рă­вӗсен фончӗн грантне çӗнсе илнӗ, çавăнпа ун витӗмӗпе иртекен мероприятисем тӳлевсӗр.  «Свой почерк» кинокомпанин генеральнăй директорӗ, «Нуреев сезонӗсем» проектăн ертӳçи Альфия Чеботарева Хусанта малтанах пресс-конференцире журналистсемпе тӗл пулчӗ. Унта çавăн пекех М.Джалиль ячӗллӗ тутар патшалăх академи опера тата балет театрӗн директор çумӗ Юрий Ларионов, Хусанти (Атăлçи) федераллă университетăн профессорӗ Татьяна Антропова, «Татаркино» ПКБУ директорӗ Миляуша Айтуганова хутшăнчӗç. Миляуша Лябибовна «Мир» кинотеатрта кăтартма планланă кино ӗçӗсем çинчен каласа пачӗ. Çав кунах «Мир» фойин­че паллă фотографăн Фарит Губаевăн фотокуравӗ уçăлассине пӗлтерчӗ. Фарит Саитович сăнӳкер­чӗксене артист Хусана килсен 1992 çулта тунă. Юрий Павловичпа Татьяна Геннадьевна Нуреевпа Хусанта тӗл пулнисене аса илчӗç. Рудольф Хаметович Пушкăртстанра çуралса ӳснӗ пулин те амăшӗ Тутарстанран пулнипе Хусана çывăх курнă.

Альфия Мансуровна Рудольф Нуреев çинчен виçӗ документлă фильм ӳкернине, вӗсенчен пӗрне артист юбилейӗ тӗлне «Культура» телеканал кăтартнине каласа пачӗ. Альфия Мансуровна ытти кинолентăсене анлă проката кăларса куракан патне çитерме ӗмӗтленет.   «Мир» кинотеатрта «Рудольф Нуреев. Нездешний остров», «Рудольф Нуреев. Последний танец», «Русский балет без России», «Визит», «Рудольф Нуреев: Танец к свободе» тата «Венеция, Карнавал, Любовь» пăхма пулнине каласа пачӗ. Мартăн 22 – 27-мӗшсенче кунне икшер сеанс кăтартнă фильмсене.  Каларăмăр ӗнтӗ, «Нуреев сезонӗсен» уйрăмлăхӗ – мероприятисем тӳлевсӗр, апла пулин те йӗркелӳçӗсем маларах регистраци иртме ыйтрӗç – залра лармалли вырăнсем шутлă. Пӗлтӗр «... сезонсене» паллă хореограф, ташă ăсти, Нуреевпа пӗрле вӗреннӗ Виталий Гордеев хутшăннăччӗ. Хусанти хореографи училищинче вӗренекенсемпе мастер-класс ирттернӗччӗ паллă артист. Шел, кăçал Хусана Рудольф Нуреев­па пӗрле вӗреннӗ, ӗçленӗ балет çăлтăрӗсем çитеймен. Альфия Мансуровна çакна А.Я.Ваганова ячӗллӗ хореографи училищинче (Р.Нуреев çавăнта вӗреннӗ) выпускной экзаменсем пуçланнине пула хореграфсем ерçеймеççӗ тесе ăнлантарчӗ. Анчах «...сезонсем» вӗçлениччен Нуреевпа пӗрле вӗреннисем килессе шантарчӗ.

Мартăн 22-мӗшӗнче каçхине 5 сехетре М.Джалиль ячӗллӗ театр çывăхӗнче Зураб Церетели лартнă Р.Нуреевăн палăкӗ умне чечексем хучӗç. Альфия Чеботарева çакă йăлана кӗрессе шанса каларӗ: «Рудольф Нуреев вырăс балетне, Пушкăртстана, Тутарстана тӗнче шайне çӗкленӗ».

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев