Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рункă хӗрӗ Раççей конкурсӗнче иккӗмӗш вырăн йышăннă

Сентябрӗн 16-17-мӗшӗсенче Хусан патшалăх аграри университетӗнче ял хутлăхӗсенче тата пӗчӗк хуласенче вӗренекен ачасем хушшинчи пӗтӗм Раççейри АГРОНТИ конкурс иртнӗ. Агротехнологисене пӗчӗкренех алла илекен ачасемпе ТР Президенчӗ Рустам Минниханов та тӗл пулма вăхăт тупнă.

Тутарстан ертӳçин сăмахӗсемпе, çак конкурс агропромышленность комплексне инновацисемпе аталантарма кадрсем хатӗрлеме пулăшать.

«Федераци шайӗнче сарăлнă проект паян Хусанта. Эпир специалистсене шкул саккинченех хатӗрлеме пултарни хальхи вăхăтра питӗ пӗлтерӗшлӗ. Эсир – пирӗн пуласлăх. Чунтан сире ăнăçу сунатăп», – тенӗ Рустам Минниханов.  

Ыттисемпе пӗрле  çак конкурса  Пăва муниципаллă районӗнчи Рункăри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулта вӗренекен Дарья Блинова хутшăннă. Чăваш ялӗнче 11 класра вӗренекен хӗрача Тутарстан Республикин командин шутӗнче «Агробио» номинацире 2-мӗш вырăн йышăннă.

Çак пултаруллă вӗренекене Рункăри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулта хими тата биологи преподавателӗ Альбина Кирилловна Алексеева хатӗрленӗ.
А.Алексеева тата Тутарстан Президенчӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев