Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рункăра 5-ри ача пусса ӳкнӗ

Çумăрсене пула хăма шӳнипе ачан виçине чăтайман – хуçăлнă.

Августăн 28-мӗшӗнче каçхине Пăва районӗнчи Рунка ялӗнче пысăк инкек пулнине пӗлтерет Следстви комитечӗ. Кунта 5-ри хӗрачан пурнăçӗ вăхăтсăр татăлнă.
Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, çав кун урамра вылянă май ача хура шыв пухăнакан пусă çинчи ДСП çине пуснă та анса кайнă. Çумăрсене пула хăма шӳнипе ачан виçине чăтайман – хуçăлнă. Картишре ӗçлекен ашшӗ кăшт вăхăт иртнӗ хыççăн пусă уçă пулнине курса пынă та 2 метр тарăнăшра ачине асăрханă. Шел те, васкаса кăларсан та тӗпренчӗкне çăлса хăварайман.

* * *
Анат Кама районӗнчи Аслă Афанасово ялӗ патӗнче те çак кунсем пысăк инкексӗр иртмен. Канализаци пăрăхӗсене хунă чух пӗр ӗçчен çине тăпра ишӗлсе аннă. Ӗçтешӗсем тӳрех çăлавçăсемпе васкавлă пулăшăва чӗнтернӗ. Вӗсем çитиччен çӗр айӗнчен хăйсемех чавса та кăларнă. Шел, çăлса хăварайман, медицина ӗçченӗсен  вăл вилнине кăна çирӗплетме тивнӗ.

криминал
НИМ ÇУК ÇӖРТЕН
Алексеевски районӗнчи пӗр ялта 16-ри хӗрачана вилӗмрен хăйӗн правурлăхӗ кăна çăлса хăварнă.
Следствирен курăннă тăрăх, августăн 24-мӗшӗнче Пушкăртстанăн 32-ри арçынни пӗрле пурăнакан хӗрарăм патне хăнана килнӗ. Савнийӗ нумай та тăман, ăна 16-ри йăмăкӗпе тата пӗчӗк хӗрӗпе хăварса Хусана тухса кайнă. Ачасем çывăрма выртсан арçын савнийӗн йăмăкне вӗлерме шутлать. Çывăраканскер патне пырса тӗрлӗ çӗртен темиçе хутчен çӗçӗпе чикет, минтерпе тата аллипе пăвма хăтланать. Анчах та хӗр хăйне хӳтӗлеме вăй çитеретех. Кӗрешнӗ хушăра çӗççе туртса илсе хайхине аллинчен амантать. Унтан тăванӗсене шăнкăравласа ӗлкӗрет.
Арçынна полици çийӗнчех тытса чарнă. Хальхи вăхăтра ун енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă, следстви пырать. Хӗре вӗлерес шухăш унăн ним çук çӗртен пырса кӗнӗ-мӗн...
 Хальхи вăхăтра следстви пырать. Арçынна психологипе психиатри экспертизи те тӗрӗслӗ.

РФ Следстви комитечӗн Тутарстанри управленийӗн материалӗсем тăрăх
Ирина КУЗЬМИНА хатӗрленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев