Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов хыпар хатӗрӗсен хутне кӗрет

Хальхи вăхăтра пичет кăларăмӗсенче ӗçлекенсен уйрăмах йывăр лару-тăрура тăрăшма тивет. Командировкăсене тухса-çӳрейместпӗр, халăхпа тӗлпулаймастпăр. Çавна май çырăнтару та çăмăл пымасть.

Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов массăллă хыпар хатӗрӗсене Сovid-19 коронавирус сарăлнинне пула хур курнă экономика отраслӗсен шутне кӗртме сӗннӗ. Çакăн пек çырăва вăл РФ Премьер-министрӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Андрей Белоусова янă.

Хăйӗн çырăвӗнче ТР Президенчӗ пандемия условийӗсенче регионсенчи хыпар хатӗрӗсем реклама рынокӗ чакнăран тухăçӗсене çухатнă, пичет хатӗрӗсен сутас калăпăшӗ чакнă.

«Регионсенчи хыпар хатӗрӗсен тупăшӗ хăвăрт чакни вӗсен ӗçне чарса лартма пултарать, вӗсем хупăнма та пултараççӗ. Çакă граждансене информаципе тивӗçтерессине начарлатма пултарать, влаç органӗсен халăхпа çыхăнмалли коммуникаци каналӗсене пăчлантарать, обществори тăнăçлăх çине витӗм кӳме пултарать», – тесе палăртнă Минниханов.      

Çавна май Тутарстан Президенчӗ Раççей Правительствин Председателӗн тивӗçӗсене пурнăçлаканран массăллă хыпар хатӗрӗсен ӗçӗ-хӗлне çӗршывра коронавирус сарăлнине пула уйрăмах хур курнă экономика отраслӗсен шутне кӗртме ыйтнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев