Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов ял хутлăхӗсене çӗнӗ машинасем панă

Республика Кунӗ умӗн Рустам Минниханов Тутарстанри муниципалитетсен смотр-конкурсӗн çӗнтерӳçисене çӗнӗ машинăсен уçкисене панă

Хальхинче уяв церемонийӗ « Kazan Expo» курав центрӗнче иртнӗ.  Кăçал çак конкурса республикăри мӗн пур муниципаллă район тата икӗ хула округӗ хутшăннă. Унта çӗнтернӗ ял хутлăхӗсене ТР Муниципаллă йӗркеленӳсен канашӗн дипломӗсемпе пӗрле «Лада Гранта» маркăллă автомобильем парăнаççӗ, хула округӗсенчи муниципаллă йӗркеленӳсене – «Форд Транзит» маркăллă автобуссем.

«Кашни çул ял хутлăхӗсем лайăх ӗçлеччӗр тесе эпир çулталăка икӗ хутчен вӗсем валли çӗнӗ техника уйăрса паратпăр. Эпир çак линие тăсатпăр. Ял хутлăхӗсем, районсем, хула округӗсем килӗштерсе ӗçлени пирӗн граждансен пурнăçне лайăхлатма май парать. Вăхăтсем çăмăлах мар, çавăнпа та пирӗн вăйлă та çирӗп пулмалла. Хамăрăн пӗрлехи ӗçе пула эпир çакна тума пултаратпăр», - тенӗ Рустам Минниханов чыслава хутшăнакансене саламланă май. Унтан вăл районсен представителӗсене машинасен уççисене валеçсе тухнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев