Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов: Цифра трансформацийӗн рейтингӗнче Тутарстан Раҫҫейри лидер-регионсен шутне кӗрет

Раҫҫей регионӗсен хушшинче уйӑхсерен ирттерекен цифра трансформацийӗн рейтингӗнче Тутарстан малта пыраканнисен шутӗнче

Ҫакӑн ҫинчен Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Халӑхсем хушшинчи Kazan Digital Week 2022 форумӑн пленарлӑ ларӑвӗнче пӗлтерчӗ. 
"Ҫак ҫитӗнӳ патне эпир юлашки ҫулсенче план тӑрӑх ӗҫленипе ҫитме пултартӑмӑр", – тенӗ республика ертӳҫи. Ҫапла, Рустам Минниханов сӑмахӗсемпе, иртнӗ ҫул Тутарстанри социаллӑ пӗлтерӗшлӗ 125 услугӑна электронлӑ формата куҫарнӑ. 
"Электронлӑ сывлӑх сыхлавпа пысӑк проект пурнӑҫа кӗрет. Республикӑри клиника больницин (РКБ) никӗсӗнче Раҫҫейре пӗрремӗш хут халӑхсем хушшинчи стандартсемпе медицина пулӑшӑвӗ кӳрес йӗркене пӗтӗмпе цифрӑлатаҫҫӗ", - тесе палӑртрӗ республика ертӳçи. 
Форумăн спикерӗсен хушшинче РФ Патшалăх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков та пурччӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев