Рустам Минниханов «Ёлка желаний» акцие хутшăннă
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов «Ёлка желаний» акцие хутшăннă

Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов «Ёлка желаний» акцие хутшăннă, тесе пӗлтерет республика ертӳçин пресс-служби.

Рустам Нургалиевич ёлка çинчен виçӗ ачан ӗмӗтне çырнă теттесене татса илнӗ. Лисичанскра пурăнакан 8-ти Алена Хусанта пулса курма ӗмӗтленет, 13 çулти Елизаветăна гитара кирлӗ, 6-ри Ильдан мольберт ыйтать.

«Паян «Ёлка желаний» ыркăмăллăх акцине хутшăнтăм! Кăçал сайта виçӗ пин ытла заявка килнӗ. Пурнăçлатпăр паллах!» – пӗлтернӗ республика пуçлахӗ хăйӗн Телеграмм-каналӗнче.

Рустам Миннихановăн Телеграмм-каналӗнчен илнӗ сăнӳкерчӗксем.


Раис РТ елка желаний

Нет комментариев