Рустам Минниханов регионсен ертӳçисен наци рейтингӗнче пӗрремӗш
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов регионсен ертӳçисен наци рейтингӗнче пӗрремӗш

Рустам Минниханов регионсен ертӳçисен наци рейтингӗнче пӗрремӗш вырăна тухнă.

«Рейтинг» центр Раççей Федерацийӗнчи регионсен пуçлăхӗсене хаклассине тӗпченӗ. Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов çӗршыв ертӳçисен списокӗнче малти вырăн йышăнма тивӗçнӗ.

Иккӗмӗш вырăнта Мускав хулин мэрӗ Сергей Собянин, виççӗмӗш – Чечня Республикин Пуçлăхӗ Рамзан Кадыров.

Атăлçи тăрăхӗнчи регионсенчен топ-10 шутне çавăн пекех Чулхула облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗ Глеб Никитин кӗнӗ.

 

Сăнӳкерчӗк ТР Раисӗн пресс-службин.


Нет комментариев