Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов ветерансене, тыл ӗçченӗсене, Ятарлă çар операцийӗн паттăрӗсене наградăланă

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăнакан çӗнтерӳçӗсен йăлисене паянхи кун Тутарстан салтакӗсен çӗнӗ ăрăвӗсем малалла тăсаççӗ. Çакăн çинчен Аслă Çӗнтерӗвӗн 78 çуллăхне халалланă мероприятире Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов каланă. Уяв Хусанти Муса Джалиль ячӗллӗ оперăпа балет театрӗнче иртнӗ.

Тутарстан Раисӗ чыслав церемонийӗнче «Раççей Паттăрӗ» хисеплӗ ята Ятарлă çар операцине хутшăнса паттăррăн пуçне хунă  Олег Сорокин аслă лейтенантăн ашшӗ-амăшне панă. «Паттăрлăх Орденне» Рустам Минниханов спецопераципе пуçне хунă Герман Захаров аслă лейтенантăн ашшӗпе амăшне панă.  Çавăн пекех республика ертӳçи «Паттăрлăх Орденне» Украинăра пуçне хунă Фаниль Хисматуллин рядовойăн мăшăрӗпе ывăлне панă. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене Тутарстан Раисӗ тата Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсемпе тыл ӗçченӗсене «За отвагу» медальпе, «ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 çул» медальпе чысланă.

Чыслав церемонийӗ вӗçленнӗ хыççăн залра пухăннисене концерт программи кӗтнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев