Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов харпăр алăри ваттисен çурчӗсемпе приютсене МЧС тимлӗхне илме хушнă

Çывăх вăхăтра уйрăм çын аллинчи ваттисен çурчӗсемпе приютсенче пурăнакансен хăрушсăрлăхне Тутарстанăн МЧС ӗçченӗсен пысăк тимлӗх уйăрма тивет

Çакнашкал хушăва Раççей МЧСӗн Тутарстанри патшалăх управленийӗн пӗтӗмлетӳ коллегийӗнче панă. Çынсем талăкӗпех тăракан вырăнсенчи пушар хăрушсăрлăхӗ пирки каланă чухне, республика Президенчӗ патшалăх учрежденийӗсем пысăк тимлӗхре пулнине палăртнă. Çав вăхăтра, республикăра тăтăшах тӗрӗслесе тăмалли уйрăм çынсен заведенийӗсем те нумай. 
«Кемеровăри инкеке аса илер-ха. Унта ваттисен çуртӗнче пушар тухсан 20 çын вилнӗ. Вăл çурт уйрăм çын харпăрлăхӗнче пулнă. Çакнашкал трагеди кирек ăçта та пулса иртме пултарать. Ман шутпа патшалăх учрежденийӗсене кăна контрольте тытмалла мар, уйрăм çын аллинчисене те тӗрӗслесе тăмалла. Федераллă шая представленисем кӗртмелле», – тенӗ Рустам Минниханов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев