РУСТАМ МИННИХАНОВПА УÇĂ КАЛАÇУ
Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов федераллă тата республикăри массăлла хыпар хатӗрӗсен журналисчӗсемпе Çӗнӗ çул умӗнхи тӗлпулура хăй сăмахне ятарлă çар операцийӗнчен пуçларӗ. Ахальтен мар, шăпах СВО тата тулли мар мобилизаци çӗршывăн социаллă-экономика пурнăçне чи пысăк витӗм кӳнӗ факторсем пулчӗç. Çак лару-тăрура палăртнă патшалăх программисене, граждансен пурнăçне пур енлӗн хӳтлӗхпе тата социаллă гарантисемпе тивӗçтерме самай кăткăсланчӗ. Мӗнлерех иртнӗ-ха республикăшăн ку çул Президент куçӗпе, мӗне чи малти вырăна хунă, мӗнпе мăнаçланма пултараççӗ тутарстансем, мӗне тӗп тимлӗх уйăрмалла, мӗн пăшăрхантарать? Çак тата ытти ыйтусем çине хуравларӗ республика ертӳçи.
Ятарлă çар операцийӗ пирки
Президентпа пресс-конференци Б.Рамеев ячӗллӗ IТ-паркра иртрӗ, ку ӗнтӗ Цифровизаци çулталăкӗ вӗçленнипе çыхăннă. ТР Президенчӗн шучӗпе, вӗçленекен çулталăк регионшăн кăна мар, пӗтӗм çӗршывшăн пысăк тӗрӗслев пулчӗ. Раççей йывăрлăхсене çӳллӗ шайра татса панă, республикăн тӳпи çак ӗçре курăмлă та пӗлтерӗшлӗ. «Ятарлă çар операцийӗнче пирӗншӗн чи кирли – мобилизациленнисемпе хăй ирӗкӗпе каякансене тата вӗсен çемйисене тимлӗх уйăрасси, тӗрев парасси. Мӗнпур ыйтăва вăхăтлă пурнăçласа пынă. Оборона министерствине мӗн кирлине тăватпăр. Мобилизациленнисен çемйисене пулăшас енӗпе федерацин тата республикăн программисем ӗçлеççӗ. Кашни çемьене шута илнӗ. Паллах, ыйтусем çуралаççӗ, анчах вӗсене оперативлă татса паратпăр», – терӗ Президент. Республикăра ятарлă çар операцине хутшăннисен çемйисене пулăшассипе хӗрӳ лини ӗçлет. Ачасене лагерьсенче канма путевкăсем параççӗ, вӗрентӳ учрежденийӗсенче тӳлевсӗр апатлантараççӗ, тӗрлӗ мероприятисене явăçтараççӗ, республика Ёлкине чӗннӗ тата ытти.
Рустам Минниханов палăртнă тăрăх, Тутарстан вăйлă аталаннă промышленность республики пулнăран ятарлă çар операцине оборона промышленноçӗн комплексӗсен продукцийӗпе туллин тивӗçтерет. Ку ӗçе республика ертӳçи хăйӗн çирӗп тимлӗхне илнӗ.
Кам тус, кам тăшман
Республика ертӳçин шучӗпе, паянхи кун йăлари кăмăл-сипет, этеплӗх хаклăхӗсене упраса хăварасси – чи кирли. Çавна май кăçал Аслă Пăлхар ислам тӗнне йышăннăранпа 1100 çул çитнине уйрăм тимлӗхпе пăхнă. «Аслă Пăлхар ислам йышăннăранпа 1100 çул çитнине халалласа питӗ нумай мероприяти ирттертӗмӗр. Çак пулăм федераллă шайра иртрӗ. Пысăк тав хамăрăн Президента Владимир Путина тӗрев панăшăн. Хамăрăн юлташла партнерсене чӗнме лайăх сăлтав пулчӗ. Эпир кам пирӗн тус, кам вара пиртен пăрăннине лайăх куртăмăр», – çапла хакларӗ Рустам Минниханов çӗршывсен хутшăнăвӗсене. Ун шучӗпе Хусана кăçал Ислам енӗпе пӗрле ӗçлессипе организацин çамрăксен тӗп хули туни пысăк пӗлтерӗшлӗ. Çапла хула Раççейӗн халăхсен хушшинчи хутшăнăвӗсене пысăк тӳпе кӗртет.
10 пин çын вырнаçмалăх Собор мечӗтӗн строительстви пирки сăмах хускатса Рустам Минниханов строительство ӗçӗсем тепӗр çул пуçланассине пӗлтерчӗ. Ун валли урăх площадка хатӗрленӗ, халӗ инженери системине тăвассипе ӗç пырать. Мечӗтӗн икӗ проекчӗ хатӗр. Вăл классика е хальхи архитектура стилӗпе пулӗ – ăна татса паман-ха, суйлаççӗ.
Экономика кăтартăвӗсем, цифровизаци пӗтӗмлетӗвӗсем
Рустам Минниханов палăртнă тăрăх, йывăрлăхсене пăхмасăрах кăçалхи пӗтӗмӗшле продукцин калăпăшӗпе (ВРП) промышленность производствин кăтартăвӗсем пӗлтӗрхинчен пысăкрах. Санкцисем пулмасан кăтартусем тата лайăхрах пулмаллаччӗ.
Цифровизаци аталанăвӗшӗн инфраструктура, хальхи оборудованисем тата пуринчен ытла лайăх кадрсем, специалистсем кирлине пӗлтерчӗ. Ун шучӗпе Тутарстаншăн цифровизацин вăрăм аталану çулӗ пуçланнă кăна-ха. «Мана министр ку çулхи кăтартусемпе эпир пӗрремӗш вырăнта пулнине каларӗ. Унччен кăтартусем япăхчӗ. Ку йăлт система ӗçӗн кăтартăвӗ», – терӗ Президент.
Мӗнле патриотсем?
Рустам Минниханов тулли мар мобилизаци пирки пӗлтерсен çӗршывран 100 пине яхăн IТ-специалист тухса кайни пирки те хăй шухăшне пӗлтерчӗ: «Мӗн ку? Мӗнле патриотсем вӗсем? Тен, вӗсем медалистсем те пулнă, анчах чунӗнче ним те çук пулсан, çӗршывра мӗн пулса иртни пач та хумхантармасан тата хăй ăçта пурăнни пӗлтерӗшлех те мар пулсан ку аван мар. Çавăнпа ача садӗнченех патриотизм воспитанине памалла, вăйпа мар, вăл кайран хăйех йăлт ăнланса илет».
Халăхсен пӗрлӗхӗ çинчен
2023 çула мӗншӗн Наци культурисемпе йăлисен çулталăкӗ тесе ыйтсан Рустам Минниханов кăшт шӳтлесе те илчӗ: «Эсир ара хирӗç-им? Хуть мӗнле йышăну та манăн «хотелкăсем» кăна мар. Канашлатпăр, сӳтсе яватпăр. Мӗн паян чи кирли? Пирӗншӗн чи кирли – мӗнлерех аталанни. Эпир хамăрлăха упраса хăварас тетпӗр. Кам пулсан та – чăваш, тутар е вырăс», – терӗ республика ертӳçи. Президент палăртнă тăрăх, вăл республикăри халăхсен хăйнеевӗрлӗхне, нацисен туслăхӗпе пӗрлӗхне, культурипе чӗлхине упраса хăварма кирлӗ.
ТР Президенчӗпе иртнӗ пресс-конференцие онлайн мелӗпе журналистсемсӗр пуçне шкул ачисем, Хусан çумӗнчи Куюки поселокӗнче уçăлнă çӗнӗ амбулаторин специалисчӗсем тата ытти çынсем хутшăнса хăйсен шухăш-кăмăлне пӗлтерчӗç, ыйтусем пачӗç.
Юлашкинчен Рустам Минниханов журналистсен ӗçне хак парса пурне те тав турӗ, çывхарса килекен Çӗнӗ çулпа саламларӗ, ырлăх-сывлăх сунчӗ.
Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчӗк tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев