Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сабынче иртнӗ журналистсен Сабантуйӗнче Марат Ахметов та пурччӗ

ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ пӗлтӗртенпе Республикăри тутар тата ытти халăхсен чӗлхисене сыхласа хăварас комиссие ертсе пырать. Наци пичет кăларăмӗсен пӗрремӗш тусӗ тесе хисеплесен те юрать ăна.

«Журналист ӗçне гонкăсене хутшăннипе танлаштарма пулать, унта яланах пысăк хăвăртлăх тытса пымалла. Чарăнма юрамасть, унсăрăн дистанцирен тухатăн. Эпир куратпăр, Президент тӗревӗ усăллă проектсене хута яма пулăшрӗ. Тӗрӗс енсене суйласа илтӗр, истори енне çаврăнни те аван, илем шырани те», – тесе палăртнă Марат Ахметов. Тӗслӗхе вăл Кукмор районӗнчи блогер ӗçне илсе кăтартнă. Василий хăйӗн видеороликӗсенче ялти пурнăçа кăтартать. Куртка сарнă та трактор аӗнче мӗн-тӗр юсать. Йӗри-тавра сивӗ те пылчăк, вăл вара çак ӳкерчӗке илемлӗ кăтартма пултарнă. Тракторист-блогер ялти пурнăçа илемлӗ те илӗртӳллӗ кăтартма пултарнă. Пурте унăн ӗçӗсене лайăхпа хакласа кураççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев