Сад пӗрлешӗвӗсене республика аван пулӑшать
Аса илтеретпӗр, республикӑра СНТсен шалти инфраструктурине юсассипе ҫыхӑннӑ тӑкакӗсене хушса финанслас программа ӗҫлет.
Сентябрӗн 5-мӗшӗнче Хусанта ТР Ял хуҫалӑх министерстви пулӑшнипе пахчаҫӑ кунне халалланӑ ярмарка иртет. Вӑл "Казань" Агропромышленность паркӗнче пулать.
Хула ҫыннисем пахчаҫӑсем ӳстернӗ продукцие туяннисӗр пуҫне тӗрлӗрен конкурссемпе мастер-классенче хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Улма-ҫырлана, пахча ҫимӗҫӗсене, лартмалли йывӑҫ тӗпӗсене тата сад-пахчасенче ӳстернӗ ытти продукцие Хусанти, Ҫырчаллинчи, Элметри, Тури Услонри, Ешӗлварти, Лайӑшри, Анат Камӑри, Пестрецыри, Тукай тата Чистай районӗсенчи пахчаҫӑсен юлташлӑхӗсем сутма илсе килеҫҫӗ. Ярмаркӑна Татпотребсоюзӑн районсенчи уйрӑмӗсем те хутшӑнаҫҫӗ.
Пурӗ Тутарстанра пахчаҫӑсен 900 ытла коммерцилле мар юлташлӑхне регистрациленӗ. Миллиона яхӑн ҫын 20 пин гектар ҫӗр ҫинче 376 пин сад участокӗпе усӑ курать.
Тутарстан ертӳҫисем пахчаҫӑсене лайӑх пулӑшаҫҫӗ. 2017 ҫултанпа вӗсен йывӑрлӑхӗсене татса пама ҫулсерен 500 ытла млн тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫапла майпа виҫӗ ҫул хушшинче садсенчи ӗҫсене 1 млрд та 650 пин тенкӗлӗх финансланӑ. Ҫакӑ 151 шыв башни лартма, 83 скважина юсама, 28 км шыв пӑрӑхӗсене тӑсма, ҫӳпӗ-ҫапӑ пуҫтармалли 359 площадка йӗркелеме май панӑ. Унсӑр пуҫне сад пӗрлешӗвӗсем патне илсе килекен 92 км ҫула юсанӑ, 116 км электропередача линийӗсене хута кӗртнӗ. 118 трансформатор подстанцине ӗҫлеттернӗ.
ТР Президенчӗ Рустам Минниханов шантарнӑ тӑрӑх, экономикӑри йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах ҫак ӗҫ малалла тӑсӑлать.
Аса илтеретпӗр, республикӑра СНТсен шалти инфраструктурине юсассипе ҫыхӑннӑ тӑкакӗсене хушса финанслас программа ӗҫлет. Тӗслӗхрен, сад юлташлӑхӗ юсав валли тӑкакланӑ кашни пин тенкӗ ҫумне патшалӑх 2 пин тенкӗ хушать. Заявкӑсене ТР Ял хуҫалӑхӗпе продовольстви министерствин йышӑнать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев