Шăл ыратать? Прививка ту
Беларусь Республикинче кариесран хӳтӗлекен препарат кăларассипе ӗçлеççӗ медицина ăсчахӗсем
Беларусь Республикинче кариесран хӳтӗлекен препарат кăларассипе ӗçлеççӗ медицина ăсчахӗсем.
Кун çинчен журналистсене Баларусь патшалăх медицина университечӗн ректорӗ Сергей Рубинкович пӗлтернӗ.
Çӗнӗ проектпа ӗçлеме пуçлани нумай пулмасть — кăçал январь уйăхӗнче çеç тытăннă. Белоруссем кариеса аталанма паман вакцина е препарат шутласа кăларасшăн. Тӗрӗсрех каласан, кариес аталантаракан микроорганизмсене тытса чарасшăн вӗсем.
Çав вăхăтрах ректор акă мӗн палăртнă, çӗнӗрен те çӗнӗ, хăватлă препаратсем кăларнине пăхмасăр сывă шăлсен формули улшăнми юлать — профилактика мерисене пăхăнмалла çур çулта пӗрре стоматолог патне каймалла тата тӗрӗс апатланмалла. Ректор çынсем çулран çул çакправилăсене тытса пыракансем йышланнине асăрханă ректор. Енчен те ытти çулсенче пациентсенчен 20-30 проценчӗ çеç профилактика иртессипе стоматолог патне çӳренӗ-тӗк, пӗлтӗр çак цифрăсем 50 процента çитнӗ. Пирӗнтен хӗшӗсен белоруссенчен тӗслӗх илсен аванччӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» иа.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев