Хусанти «Салам» – лауреат!
«Народные истоки» фестиваль-конкурсра Хусанти «Салам» чăваш фольклор ушкăнӗ «Вокал» номинацире II степеньлӗ диплома тивӗçнӗ.
Чăваш Енри Шупашкар районӗнче Республикăри культурăсемпе фольклорăн II «Народные истоки» фестиваль-конкурсӗ иртрӗ. Ăна хальхинче Доброволец çулне тата чăвашсене çутта кăларнă И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă.
Фестиваль-конкурса хутшăнма Чăваш Ен, Марий Эл тата Тутарстан республикисенчен пурӗ 99 коллектив заявка панă. Конкурсантсем тăватă тӗрлӗ номинацире ăмăртрӗç: «Хореографи», «Вокал», «Вокалпа ташă ансамблӗсем» тата «Чăн-чăн фольклор». Хутшăнакансен пултарулăхне Раççей тата Чăваш Ен культурăн специалисчӗсем хакларӗç.
Тутарстанран асăннă фестиваль-конкурса Светлана Садыкова ертсе пыракан «Салам» фольклор ансамблӗ хутшăнчӗ. Хусансем «Кашлать вăрман» тата «Хăна юрри» юрăсене юрларӗç. «Саламăн» пултарулăхне хисеплӗ жюри пысăка хурса хакларӗ, коллектив «Вокал» номинацире II степеньлӗ диплома тивӗçсе лауреат ятне илчӗ. (С.Садыкова сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев