«Сәләт» XV Халăхсен хушшинчи çамрăксен вӗрентӳ форумӗ июнӗн 27-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 21-мӗшӗччен Пӳлерте иртет
«Сәләт» Çамрăксен центрӗ кăçал Тутарстанри, Чăваш Енри тата Крымри лагерьсенче ачасем валли 24 профильлӗ смена йӗркелет. Унта 4 пин ытла ача канӗ.

Кунсăр пуçне ку çулла регионсен хушшинчи «Болгар – Туган тел» палаткăллă лагерь тата Халăхсен хушшинчи çамрăксен «Сәләт» вӗрентӳ форумӗ те ӗçлӗ. Асăннă проект ТР Раисӗ Рустам Минниханов тӗрев панипе пурнăçланса пыраканскер, Тутарстанăн тӗрлӗ районӗсенчи, Раççей регионӗсенчи тата чикӗ леш енчи 14 пин талантлă ачана, вӗрентекенсене пӗрлештерет.
Сулăмӗпе, вӗрентӳ программипе, пултарулăх тата спорт мероприятийӗсен характерӗпе пӗр-пӗринчен уйрăлса тăракан сменăсене 8 – 18 çулти ачасем хутшăнма пултараççӗ. Çавна кура вожатăйсемпе 500 ытла) сменăсен ертӳçисен (100 ытла) шучӗ те самай пысăк.
Крымри Форосра вырнаçнă «Сәләт – Ак Барс» Çамрăксен центрӗнче икӗ смена иртмелле. «Билер Форумăн» кашни сменинчех тутар халăхӗн историйӗпе республика олипиади йӗркелӗç. Финала тухнисене сертификат, çӗнтерӳçӗсене велосипед, 2-3-мӗш вырăн йышăннисене «Алиса» ăслă колонка парса хавхалантарӗç.
«Сәләт» XV Халăхсен хушшинчи çамрăксен вӗрентӳ форумӗ июнӗн 27-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 21-мӗшӗччен Алексеевски районӗнчи Пӳлер историпе археологи музей-заповедникӗн территорийӗнче иртет. Тӗрлӗ сулăмлă тата профильлӗ виçӗ смена вӗрентӳ, культура тата спорт мероприятийӗсемпе пуян пулӗ. Ачасем патне унта паллă артистсем, специалистсем килӗç.
Сăнӳкерчӗк «Сэлэт» центрăн пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев