Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Салават Куперӗнчи поликлиникăна кăçал Хула кунӗ тӗлне ӗлкӗртесшӗн

Хусанти Салават Купере пурăнмалли комплексра виçӗ хутлă поликлиника строительстви хӗрсех пырать. Хулари чи пысăк поликлиникăсенчен пӗри пулӗ вăл. Малашне унта амбулатори кăна мар, талăкӗпех стационар пулăшăвӗ те парӗç.

Çуртăн калăпăшӗ пӗтӗмпе 10 пин тăваткал метр. Аслисен, ача-пăча поликлиникисем, кăнтăрлахи стационар, хӗрарăмсен консультацийӗ, травмотологи пункчӗ, инфекци уйрăмӗ, профосмотр тата васкавлă пулăшу станцийӗ вырнаçӗç. Çӳллӗ технологиллӗ медицина оборудованийӗсемпе (флюорограф, УЗИ аппарачӗсем, маммограф, компьютер томографӗ, ЭКГ, нейрофизиологи тӗпчевӗ, физиотерапи сиплевӗн аппарачӗсем) тивӗçтерӗç.

ТР Сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Владимир Жавронков каланă тăрăх, больницăн планировкине кура аслисемпе пӗчӗк пациентсем пӗр-пӗрне кансӗрлемӗç. Пӗтӗмпе 60 пин çынна, асăннă пурăнмалли комплексра кăна мар, юнашар комплекссенче пурăнакансене те йышăнма пултарӗ. Строительство мӗнле пынипе Хусан мэрӗ Ильсур Метшин январӗн 31-мӗшӗнче вырăна кайса паллашнă, тесе пӗлтерет хула мэрийӗн сайчӗ. 

Строительствăна кăçал Хула кунӗ тӗлне вӗçлеме планлаççӗ. Пӗтӗмӗшле ӗçӗн 53 процентне пурнăçланă кунта, урăхла каласан çурта хăпартса, витсе лартнă. Хальхи вăхăтра инженери коммуникацине кӗртеççӗ, шалти ӗçсем пыраççӗ. Мэр сăмахӗсемпе, хальхи вăхăтра Салават Купере комплексра 30 пин çын пурăнать, çӗнӗ çуртсем хушăнса пынăран халăх шучӗ тата ӳсӗ пынипе поликлиникăна пысăккине лартма йышăннă та.

Поликлиникăн ăшне «Этем — экосистема пайӗ» темăпа симӗс тӗслӗ тума, ача-пăча поликлиникин стенисене халапри сăнсемпе илемлетме, бизибордсем вырнаçтарма, урайне çемçе кавирсем сарма хатӗрленеççӗ. Кунта интерактивлă палатăсем те пулӗç, вӗсенче пациентсем qr-кодпа усă курса тухтăрсен сӗнӗвӗсемпе паллашӗç.(Сăнӳкерчӗк kzn.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев