Салтак амăшӗ библиотекăна кӗнеке парнеленӗ
Нурлат районӗнчи Чиешни ялӗн библиотекинче январӗн 12-мӗшӗнче пӗлтерӗшлӗ мероприяти иртнӗ – ятарлă çар операцине хутшăнса паттăррăн пуç хунă çак ял каччин Виктор Картамышевăн амăшӗ Екатерина Александровна Картамышева библиотекăна «Сувар» хаçатăн журналисчӗн Ирина Кузьминан «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнекине парнелерӗ.
Вулакансем асăннă кӗнекен пӗлтӗрхи ноябрьпе декабрь уйăхӗсенче тăватă районта иртнӗ хăтлавӗсем пирки çырнине вуланă пулсан астăваççех пуль ӗнтӗ – ку кăларăма ывăлӗн юлташӗсене паян кун та пулăшакан Екатерина Картамышева пирки çырни те кӗнӗ. Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче иртнӗ хăтлава салтак амăшӗ хăй те пынăччӗ. Ун чух вăл тăван ялӗнчи библиотекăна парнелеме те кӗнеке илсе кайрӗ. Халӗ акă Чиешнинче ятарласа мероприяти ирттернӗ. Вăл «Вӗсене пирӗн тӗрев кирлӗ» патриотла мероприяти шайӗнче иртнӗ, унта ятарлă çар операцине хутшăнакансен, унта пуç хунисен тăванӗсем те хутшăннă.
Паянхи кун нумай çынна хумхантаракан темăпа çырнă паха кӗнекене Чиешни библиотекарӗ Марина Ермолаева питӗ савăнса, тав туса йышăннă. «Кун пек кӗнеке пирӗншӗн – питӗ хаклă парне. Эпир унпа кашни патриотла мероприятирех халăха паллаштарăпăр, куравсенче вырнаçтарăпăр – ял-йыш та, ентешсем те Екатерина Александровна пек ырă, яланах çынсене пулăшма хатӗр çынсем, унăн ывăлӗ Виктор пек паттăрсем хамăр ялтах пуррине пӗлччӗр», – тенӗ вăл.
Екатерина Картамышеван парни – ахаль кӗнеке кăна мар, вăл питӗ хаклă япала. Вăл паттăрсене асра тытма, вӗсемпе мăнаçланма, волонтерсен ырми-канми ӗçне хисеплеме, фронта пулăшакансене тав тума вӗрентет. (Г.Садыкова сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев