Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«САЛТАК ПАТНЕ ÇЫРНĂ ÇЫРУ» АКЦИ

Хаклă вӗренекенсем! Патриотизм паянхи кун пиртен кашниншӗн малти вырăнта тăрать. Тӗнчери мӗн чухлӗ çӗршыв пире хирӗç тăнă вăхăтра Раççей халăхӗ пӗр чăмăра тата та вăйлăраххăн чăмăртанчӗ. Пирӗн пиччесемпе аттесем, тăвансем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса çӗршыв чысне хӳтӗлеççӗ.

Эпир лăпкăн кун кунланă чух вӗсем çӗр çывăрмасăр, нуша курса тăшманпа кӗрешеççӗ, вăй-халне, пурнăçне шеллемесӗр Тăван çӗршыва хӳтӗлеççӗ. Эппин пирӗн вӗсене тӗрев памалла. Хамăр салтаксем валли гуманитари пулăшăвӗ пухас тӗлӗшпе кашни районпа хуларах хастарсем ӗçлеççӗ. 

Ача-пăча мӗн тума пултарать-ха хамăрăн салтаксемшӗн? Хуравлатпăр: вӗсене çыру çырса хавхалантарма. «Сувар» хаçат «Салтак патне çырнă çыру» акци ирттерет. Эппин сиртен хӳтӗлевçӗсене халалланă çырусем кӗтетпӗр, хаклă вӗренекенсемпе студентсем! Эсир паттăрсене мӗн каласа хавхалантарнă, мӗнле сăмахсемпе тӗрев панă пулăттăр?

Çырусене редакцин suvar@mail.ru электронлă почти çине ярса памалла. Вӗсене хаçатра пичетлӗпӗр. 

Редакци.

Михаил Захаров сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев