Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Салтака каякансем ятарлă çар операцине хутшăнмӗç

Çакăн çинчен ТР çар комиссарӗ Сергей Погодин пӗлтернӗ

Ноябрӗн 1-мӗшӗнчен кӗрхи призыв пуçланать. Тулли мар мобилизаци пынипе яланхи призыва пӗр уйăха куçарнă. Çар комиссарӗн сăмахӗсемпе, призывпа салтака каякансем ятарлă çар операцийӗнче хутшăнмаççӗ. Служби вӗçленнӗ хыççăн вӗсем вăхăтлă каялла, пурăнакан вырăнӗсене çитӗç.

Ку кӗркунне Тутарстан Республикинчен çар хӗсметне иртме 3 пине яхăн çынна ярӗç. Ку хисеп иртнӗ çулхи кӗрхи призыв результачӗсенчен сахалтарах.

Аккредитаци илнӗ организацисенче ӗçлекен аслă пӗлӳ илнӗ IT-специалистсене 27 тултариччен отсрочка парăнать.  Вӗсен IT-компанисенче çулталăкран сахал мар ӗçлемелле, е, çулталăкран сахалрах тăрăшсан та, IT-компание вуз пӗтерсен тӳрех ӗçлеме килнӗ пулмалла.

Сывлăхӗ тӗлӗшӗнчен çар хӗсметне юрăхлă, анчах та отсрочка илнӗ çамрăксене медицина освидетельствованине тухма йыхăрмаççӗ. Вӗсене призыв комиссине отсрочка пама çеç чӗнтерӗç.

Професси пӗлӗвне илнӗ чухне çар хӗсметне каяссинчен отсрочка пӗр хутчен кăна парăнать. Енчен те каччă ăна маларах колледжра илнӗ пулсан, вуза вӗренме кӗнӗ чухне отсрочка парăнмасть.

Призыв комиссийӗ никрута хăш çара ăсатасси унăн хатӗрлӗхӗнчен, опытӗнчен, çавăн пекех аслă пӗлӗвӗнчен килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев