Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Саманапа пӗрле суйлав тытӑмӗ те улшӑнса пырать

Июнӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 1-мӗшӗччен Тутарстанра РФ Конституцине улшӑнусем кӗртесси пирки сасӑлав иртет. Пӗрлехи сасӑлав кунӗнче ТР Президенчӗн суйлавӗ, муниципаллӑ суйлавсем тата РФ Патшалӑх Думине тата ТР Патшалӑх Канашне хушма суйлавсем пулаҫҫӗ.

Тутарстанра ыран суйлакансен "Манӑн сасӑ" онлайн-форумӗ уҫӑлать. Ӑна РФ Конституцийӗпе сасӑлассинче тата сентябрӗн 13-мӗшӗнче иртекен пӗрлехи сасӑлав кунӗнче тутарстансене кӗртекен ҫӗнӗлӗхсене халалланӑ. Ҫакӑн ҫинчен ТР Тӗп суйлав комиссийӗн пресс-служби пӗлтерет.
"Суйлав законодательствинчи улшӑнусене экспертлӑн сӳтсе явакан тата сасӑлав епле пынине сӑнакан площадка" Манӑн сасӑ" ("Мой голос") ятлӑ",– тесе палӑртнӑ пресс-службӑра.
Форума «Новая реальность: новеллы и особенности электорального года 2020 в Татарстане» пленарлӑ сесси уҫать. Унӑн ӗҫне Раҫҫей Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗн ҫумӗ Николай Булаев, ТР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев, Тутарстанӑн Общество палатин Председателӗ Зиля Валеева, «Гражданский контроль» ассоциацин сопредседателӗ Александр Брод тата ыттисем хутшӑнӗҫ.
Форум ларӑвӗсем 2020 ҫулхи сентябрӗн 13-мӗшӗччен кашни 2 эрнере пӗр хут иртӗҫ. Кашнинчех ҫӗнӗ темӑпа. Форумӑн тӗп тӗллевӗ – суйлав процесӗ пирки туллин ӑнлантарса парасси. Форума хутшӑнакан куракансен экспертсене хӑйсен ыйтӑвне тӳрӗ эфирта пама май пур.
Форума "Мой голос" проектӑн официаллӑ сайтӗнче, YouTube, Вконтакте социаллӑ сетьсенче хутшӑнма пулать.
Суйлакансен пӗрремӗш "Мой голос" онлайн-форумӗ июнӗн 16-мӗшӗнче 14.00 сехетре пуҫланать.
Аса илтеретпӗр, июнӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 1-мӗшӗччен Тутарстанра РФ Конституцине улшӑнусем кӗртесси пирки сасӑлав иртет. Пӗрлехи сасӑлав кунӗнче ТР Президенчӗн суйлавӗ, муниципаллӑ суйлавсем тата РФ Патшалӑх Думине тата ТР Патшалӑх Канашне хушма суйлавсем пулаҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев