Самар гарнизонӗн Офицерсен ҫурчӗ Хусанта "Ҫӗнтерӳ" курав уҫнӑ
"Казань-Экспо" курав центрӗнче "Нерушимое братство–2021" ОДКБ-н пӗрлехи вӗрентӗвне хутшӑнакансем валли Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи уникаллӑ экспонатсемпе ҫарпа истори куравне йӗркеленӗ
Куравра Совет ҫарӗн аслӑ фортификаторӗн, инженери ҫарӗсен генерал-лейтенанчӗн Дмитрий Карбышевӑн уйрӑм япалисем тата ытти ҫар начальникӗсен япалисем, ҫавӑн пекех ялавсем, ҫар хӗҫ-пӑшалӗ, ҫырусем тата фронтовиксен сӑнӳкерчӗкӗсем нумай.
Ҫар коллекционерӗ Александр Гнедин курава БА-6 виҫӗ тӗнеллӗ броневик тата уҫӑ кузовлӑ ГАЗ-67 ҫӑмӑл автомобиль илсе килнӗ.
Унсӑр пуҫне Самар гарнизонĕн Офицерсен ҫурчӗ Хусана Тӗп ҫар округӗн миротворецсен бригадин ҫарпа истори куравне илсе килнӗ. Ӑна 5-мӗш гусар полкне халалласа "Александрийская" ят панӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев