Самокатсем çинчен ӳксе суранланакансен шучӗ ӳссе пырать
Травматолог каласа панă тăрăх, ӳксе сураналаннă çынсенчен çурри 35-40 çулта, ыттисем – 20 çулсенчи çамрăксем.
Май уйăхӗнче Тутарстанра пурăнакан 35 çын самокатсем çинчен ӳкнӗ хыççăн Республикăри клиника больницине пынă. Çакăн çинчен 1 номерлӗ РКБ-ри травматологи уйрăмӗн заведующийӗ Гамиль Гарифуллов пӗлтернӗ.
Çӗнӗ транспорт тӗсӗ çине вылямалли япала çине пăхнă пек пăхакансем час-часах электросамокат хăвачӗпе хăвăртлăхне тивӗçлӗ шайра хакласа ӗлкӗреймеççӗ пулмалла.
«Пирӗн приемный покой урлă кăна май уйăхӗнче самокат çинчен ӳксе тӗрлӗрен травма илнӗ 35 çын иртрӗ», – тесе палăртнă врач.
Больницан травматологи уйрăмӗнче 10 çынна операци тунă. Икӗ çын пӗçӗ шăммисене хуçнă, ыттисен суранӗсем çăмăлтарах.
Травматолог каласа панă тăрăх, ӳксе сураналаннă çынсенчен çурри 35-40 çулта, ыттисем – 20 çулсенчи çамрăксем.
«Пациентсен хушшинче ӳсӗрле самокат рулӗ умне тăнисем 3-4 çын пурччӗ, вӗсене пурне те операци туса çӗлесе яма тиврӗ», – тенӗ Гарифуллов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев