Шăп та лăп 90 çул каялла Николай Полоруссов-Шелепине чăваш халăх поэчӗ ятне панă
Унччен кун пек чыслă ята илекен пулман. Николай Шелепи çак хисеплӗ ята илекенсенчен пӗрремӗшӗ. Мăнаçланатпăр ентешӗмӗрпе!

«1936 çулта чăваш çыравçисен пӗрлӗхӗ Николай Полоруссов-Шелепи çуралнăранпа 55 çул çитнине тата вăл чăваш литература анинче 30 çул тăрăшнине паллă туса анлă уяв ирттернӗ. Çавна май шăп та лăп 90 çул каялла, 1936 çулхи майăн 4-мӗшӗнче Чăваш АССРӗн Тӗп Ӗçтăвкомӗн президиумӗ кăларнă постановленипе килӗшӳллӗн, пирӗн ентешӗмӗре Николай Иванович Полоруссов-Шелепие чăваш халăх поэчӗ ятне панă».
Унччен кун пек чыслă ята илекен пулман. Николай Шелепи çак хисеплӗ ята илекенсенчен пӗрремӗшӗ. Мăнаçланатпăр ентешӗмӗрпе!

Сăмах май, майăн 14-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Çӗнӗ Ӳселӗнче кун çути курнă чăваш халăх поэчӗ çуралнăранпа 145 çул çитет. Çак паллă куна халалланă тӗрлӗ мероприятисем апрель уйăхӗнченпех иртеççӗ, пичет кăларăмӗсенче Шелепи пирки çырнă хайлавсем пичетленеççӗ. «Сувар» хаçатăн çитес эрнекун, майăн 8-мӗшӗнче, тухакан номерӗнче хамăр ентешӗмӗр, паллă çыравçă тата педагог, Афган вăрçин ветеранӗ Анатолий Хмыт Николай Иванович Полоруссов-Шелепин кун-çулӗпе пултарулăх çулне тӗпчесе çырнă анлă хайлав пичетленет. Çакăнти кавычкăна илнӗ пӗрремӗш абзаца шăпах Анатолий Дмитриевичăн çав материалӗнчен илнӗ.
«Суварăн» черетлӗ номерне кӗтетӗр-и, туссем?
Сăнӳкерчӗксем Чăваш наци библиотекин ВКри ушкăнӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев