Сасăлава 380 пине яхăн çын хутшăннă
Тутарстанри обществăлла вырăнсене тирпей-илем кӗртмелли Пӗтӗм Раççейри сасăлав малалла пырать. Майăн 25-мӗшӗ тӗлне республикăри районсемпе хуласенчи 178 объектран пӗриншӗн 379 314 çын сас панă. Кун пирки ТР Строительство, архитектура тата ÇКХ министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Перечене ялсен администрацийӗсемпе пӗрле йӗркеленӗ, унта тӗрлӗ территорисем – парксем, çыран хӗррисем, бульварсем, урамсем, скверсем – кӗнӗ. Çав шутра Госуслуги порталта ирттернӗ ыйтăм пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх 20 обществăлла вырăна та списока кӗртнӗ.
Сасăлав май килнӗ таран ансат, кашни ăна иртме пултарать. Тӗп услови – Госуслуги порталта регистраци пулмалла. Суйласа илнӗ объектшăн ятарлă платформăра сасăламалла. Йӗркелӳçӗсем онлайн-сасăлав апрелӗн 21-мӗшӗнче пуçланнине, вăл июнь уйăхӗн 12-мӗшӗччен тăсăлнине аса илтереççӗ.
Обществăлла вырăнсене «Инфраструктура для жизни» наци проекчӗ шайӗнче «Формирование комфортной городской среды» федераци программипе килӗшӳллӗн çӗнӗтеççӗ. Ку программа республикăри чылай районта хăйӗн тухăçлăхне кăтартнă та ӗнтӗ. Сăмахран сăнӳкерчӗкре Чистай хулинчи Ленин урамне юсаса çӗнетмелли пӗрремӗш тапхăр. Унта хальхи тротуарсем, канмалли вырăнсем тунă.
Тутарстансен 2027 çулта тирпей-илем кӗртмелли вырăнсене суйлама тата икӗ эрне ытла вăхăт пур. Сасăлав анонимлă, унăн кăтартăвӗсем июнӗн 12-мӗшӗ хыççăн официаллă порталта пичетленӗç.
ТР Строительство, архитектура тата ÇКХ министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев