Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Сасăлав ирттерме 1600 ытла волонтер пулăшать

Обществăлла вырăнсене хăтлăх кӗртессипе иртекен Пӗтӗм Раççейри сасăлава хутшăнма волонтерсен регистраци иртме пуçланă. Проекта 14 çултан аслăрах кирек кам та хутшăнма пултарать, Добро.рф платформа урлă заявкă çеç ямалла. Кун пирки ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Сасăлава çулсерен «Формирование комфортной городской среды» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ирттереççӗ. Ку проект хуласене пурăнма меллӗрех, туристсемпе инвесторсемшӗн илӗртӳллӗрех тума пулăшать.

Проектăн волонтерсен юхăмӗ улттăмӗш çул ăнăçлă ӗçлет. 2017 çултанпа 500 пин ытла доброволец – шкул ачисем, çамрăксем, кӗмӗл  волонтерсем – Раççей çыннисене хăтлăх кӗртмелли чи лайăх проектсене суйлама пулăшнă.

«Тутарстанра ултă çул хушшинче проекта 2 пин ытла доброволеца явăçтарнă, кăçал унта республикăри 45 районтан  рекордлă 1630 волонтер хутшăнӗ. Вӗсенчен кашни Тутарстан çыннин сассине тӗрӗс шута илме пулăшать,  ятарлă вӗренӳпе хатӗрленӳ иртет. Аса илтеретӗп, 14 çултан аслăрах кирек кам та волонтер пулма пултарать», –  палăртнă ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров.

Волонтер пулас тесен Добро.рф сайтра регистраци иртмеле. Ун валли ятарлă пӗлӳ е опыт кирлӗ мар. Чи кирли – çынсемпе хутшăнма пӗлмелле, пулăшма тата мӗн тумаллине ăнлантарса пама хатӗр пулмалла.

Сăнӳкерчӗк minmol.tatarstan.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев