Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

СĂТĂРÇĂСЕМ ПИРӖН ТЕ ПУР

Çырчаллинчи 2004, 2007, 2008 çулхи çамрăксем енӗпе пуçарнă уголовнăй ӗç тăрăх явап тыттарассине пӗлтерет ТР Следстви управленийӗн пресс-служби

Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, вӗсем кăçал мартăн 20-21-мӗшӗсенче Тукай районӗнчи чукун çул çинчи «Автозавод станцийӗ – Сидоровка» перегон патӗнчи светофорăн шкапне вут чӗртнӗ. Çапла майпа транспорт инфраструктурине сиенлетнӗ. Çак ачасенчен пӗрне тытса хупма, тепӗр иккӗшне учета илме йышăннă. Пулса иртнин сăлтавӗсене, çак преступленине тума вӗсемсӗр пуçне тата кам-кам хутшăнма пултарнине тӗпчеççӗ.

ÇАПĂÇАЙМАН...

Çырчаллинчи ГЭС поселокӗ патӗнче çамрăксем кӗпӗрленсе çапăçма хатӗрленнине курсан çынсем тӳрех полицие чӗннӗ. Йӗрке хуралçисем вырăна çитсен çамрăксем хирӗç тăма хăтланнипе пурне те полици уйрăмне илсе кайнă. Çапла вара вӗсенчен саккăрăшӗ енӗпе наркотикла япаласемпе усă курнăшăн тата полици хушнине итлеменшӗн административлă ӗç пуçарнă. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев