Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Сениэль музейӗнче пулса куртăмăр

Нумаях пулмасть Саврăшпуç ялӗнчи волонтерсем поэт-ентешӗн Михаил Сениэлӗн Савгачевăри вăтам шкулта вырнаçнă литература музейӗнче пулса курчӗç. Ку музее 2018 çулта Т.П.Романова, Г.Н.Максимова, В.И.Ипеев, А.М.Охотников, А.Б.Сидорова, А.А.Николаева, Л.Ф.Васильев, З.Ф.Гулякова пуçарнипе, А.Н.Музилеев директор тӗрев панипе йӗркеленӗ.

Музейре Саврăшпуç ялӗнче çуралса ӳснӗ поэтăн Михаил Сениэлӗн харпăр япалисем, докуменчӗсем, сăнӳкерчӗкӗсем упранаççӗ. Вӗсене кунта вырнаçтарма поэ­тăн шăллӗ Владимир Павлович Егоров тата унăн мăшăрӗ Ирина Николаевна пулăшнă. Шăпах вӗсем Михаил Павловичăн япалисене Шупашкарти хваттерӗнчен, ялти тӗп килтен кунта кӳрсе панă.

Савгачево шкулӗнче 6-мӗш класра вӗренекен Анна Романова экскурси ирттерсе хăнасене музейпе паллаштарчӗ, Михаил Сениэлӗн пурнăçӗпе пултарулăхӗ пирки каласа пачӗ, тӗрлӗ тапхăрти сăн­ӳкерчӗксене кăтартрӗ. Волонтерсем Сениэль 4-мӗш класра вӗреннӗ чухнехине те, Аксу шкулӗнче 10-мӗш класра пӗлӳ илнӗ вăхăтрине те, Чистайри медучилищӗре професси илнӗ тапхăртине те, çемйипе – ашшӗ-амăшӗпе, шăллӗ-йăмăкӗсемпе – пӗрле ӳкерӗннине те, чăваш çыравçăсен хушшинчине те курса савăнчӗç. 

Музейре поэт пурăннă тапхăра сăнарлакан япаласене уйрăмах пысăк тимлӗх уйăрни сисӗнет. Курма килнисем Егоров­сен тӗп килӗнчен илсе килнӗ сӗтел çинче ларакан сăмавара, Михаил Павлович усă курнă савăт-сапана, унăн алçырăвӗсене уйрăмах интересленсе пăхрӗç. Çакăнтах арча евӗр йывăç чăматан ларать – çăмăл мар вăл, анчах та çирӗпскер. Унпа Сениэль Кивӗ Саврăш патӗнчен тăван яла çити асфальтсăр çул тăрăх нумай кӗнеке йăтнă хăй вăхăтӗнче. Тепӗр чăматанӗ пӗчӗкрех сумкăна аса илтерет, ăна ашшӗ ăсталанă. 

Совет Союзӗн виççӗмӗш космонавтне Андриян Николаева (вăл Егоровсен хăтăшӗ пулать. – Ред.) халалланă кӗтес те пур музейре. Унпа пӗрле ӳкерӗннӗ сăн­ӳкерчӗксем тата космонавт Михаил Сениэле парнеленӗ китель тӳрех куçа курăнаççӗ. Андриян Григорьевич поэтăн амăшне Вера Гавриловнăна 80 çулхи юбилей ячӗпе автограф çырса парнеленӗ сăнӳкерчӗк стена çинче çакăнса тăрать. 

Егоровсен тӗп килӗнчен илсе килнӗ авалхи япаласем те – кивӗ утюг, çу уçламалли хатӗр, йывăç витресем, кӗвенте... – музейӗн хаклă экспоначӗсем кунта. Кашнин хăйӗн историйӗ. Вӗсемпе Владимир Егоров паллаштарчӗ. Паллах, Михаил Сениэлӗн кӗнекисене кунта уйрăм шкапа типтерлӗн вырнаçтарнă. 

Волонтерсен ушкăнӗ шкул администрацине, музее йӗркелесе пăхса тăракансене тата çамрăк экскурсовода поэт-ентешӗн астăвăмне, чăваш культурине упранăшăн чун-чӗререн тав тăваççӗ. 

 

Татьяна МАКСИМОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев