Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сезонсем улшăннă вăхăтра урса каяс мар тесен

Оксана Захарова психиатр сăмахӗсемпе, сезонсен ылмашăвне кашни çын туять, мӗншӗн тесен ку яланах организмшăн стресс

Тухтăр çак тапхăрта психотерапевт е психиатр патне лекес мар тесен мӗн тумаллине ăнлантарнă.

Чи малтан ыйхă гигиенине пăхăнса пымалла. Сахалтан та сакăр сехет çывăрмалла. Енчен те ун чухлӗ çывăраймасан, вăй сахал пулать, çын шав ывăнса çӳреме пуçлать.

Мӗн тăвас килнӗ – çавна тума тăрăшмалла. Енчен те пӗр-пӗр самантра ытларах канас, выртас, çыврас килет пулсан, шăпах çакна тумалла та.

Уçăлса çӳрени, хăнăхтарусем туни савăнтарать пулсан, çакна пурнăçламаллах. Енчен те çын хăйне кăмăла каякан ӗçпе аппаланать-тӗк, гормонсен шайӗ ӳсет, вăл савăнăç туйăмӗпе тулать. Çакă чи кирли те.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев