Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шартлама сивӗсем Тутарстанра февралӗн 26-мӗшӗччен пулӗҫ

Ҫывӑх кунсенче республикӑра -38 градус таран сивӗ пулать

Ҫак кунсенче Тутарстан территорийӗнче аномальлӗ сивӗсем хуҫаланаҫҫӗ. Хӗл вӗҫленме 9 кун кӑна юлчӗ пулин те, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче сивӗсем вӑйланса кӑна пырӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен пире республикӑри Гидрометцентр асӑрхаттарать. Ҫапла, ыран Тутарстанра пысӑках мар юр ҫӑвӗ, термометрсен кӑтартӑвӗсем -31 градуса ҫити анӗҫ.

Февралӗн 21 тата 22- мӗшӗсенче сывлӑш температури сахал пӗлӗтлӗ анлӑ антициклон витӗмӗпе сивӗтӗнсе пырӗ. Ҫӗрлехи тата ирхи вӑхӑтсенче 24-41 градус сивӗ пулать, выранӗ-вырӑнӗпе сывлӑш температури -37 градуса ҫитӗ. Кӑнтӑрла сывлӑш -17-24 градус таран "ӑшӑтӗ". 

Февралӗн 23-мӗшӗнсе -30,-35 градус таран сивӗтет. Хӑш-пӗр тӗлте термометрсен юписем -38 градус таран анӗҫ. Кӑнтӑрла -22,-27 градус сивӗ пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев