Шупашкарта Вера Кожеманован концерчӗ пулать
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарта Вера Кожеманован концерчӗ пулать

Хусанти çамрăк юрăç, Чăваш эстрадин «Кӗмӗл сасă – 2018 » Пӗтӗм Раççей фестиваль-конкурсӗнче I вырăна çӗнсе илнӗ Вера Кожеманова пуçласа пӗрремӗш хут Шупашкара концертпа килет.  Концерт Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Çамрăксен театрӗнче декабрӗн 18-мӗшӗнче 18.30 сехетре пулать.

Шупашкарти юрă-кӗвӗ юратакансем çитес вăхăтра каллех Хусан чăвашӗсен пултарулăхӗпе паллашма пултараççӗ. Хальхинче этно джаз итлӗç. Хусанти çамрăк юрăç, Чăваш эстрадин «Кӗмӗл сасă – 2018 » Пӗтӗм Раççей фестиваль-конкурсӗнче I вырăна çӗнсе илнӗ Вера Кожеманова пуçласа пӗрремӗш хут Шупашкара концертпа килет.  Концерт Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Çамрăксен театрӗнче декабрӗн 18-мӗшӗнче 18.30 сехетре пулать. (В.Кожеманова архивӗнчи сăнӳкерчӗк).


чуваши

Нет комментариев