Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ШУТА ИЛМЕН ÇӖР ЛАПТĂКӖ ЮЛМӖ

Кунти куçман пурлăха хуть хăш регионта та регистрацилеме пулать

Куçман пурлăх регистрацийӗн сферинчи федераллă проектсен шутне Çӗрпе куçман пурлăхăн пӗрлехи информаци ресурсне (ЕИР) тăвасси  кӗрет. Çак тӗллевпе Куçман пурлăхăн пӗрлехи патшалăх реестрне (ЕГРН) сведенисем пуçтарассипе пысăк ӗç пырать. ЕИР çӗр лаптăкӗ туянас текенсемшӗн уникаллă площадка пулса тăрать. Унта кӗрсе çӗр е куçман пурлăх çинчен мӗнпур информацие пӗлме пулать. 2021 çул вӗçлениччен ЕИР хута ярас экспериментăн кăтартăвӗсем тăрăх «Земля просто» сервис йӗркелеме палăртнă. Çавăн пекех ку çул вӗçлениччен «Земля для стройки» сервис та хута каймалла. Çак проект хӳттинче пурăнмалли кил-çурт строительстви валли юрăхлă çӗр лаптăкӗсене палăртаççӗ. Çапла шута илмен пӗр çӗр лаптăкӗ те юлмӗ.

 

Ипотека 24 сехетре

Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа Тутарстанра ипотека регистрацийӗн вăхăтне кӗскетессипе проект ӗçлеме тытăннă. Халиччен ку ыйтăва пăхса тухма 5-7 кун панă пулсан халӗ 24 сехетре татса пама шантараççӗ. Сакăр уйăх хушшинче Тутарстан рос­реестрне электронлă майпа ипотека регистрацилеме 12 пин заявлени çитнӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан электронлă майпа ипотека регистрацилесси 5 процента ӳссе пӗтӗмӗшле заявленисенчен 35,5 процентпа танлашнă. Сентябрьте 42 процента çитнӗ. Проект хута кайнă хыççăн пӗр кунра Хусанта кăна 356 ипотека регистрациленӗ.

 

Ют регионта та регистрацилеме юрать

Тепӗр çӗнӗлӗх – куçман пурлăха хуть те хăш регионта та регистрацилеме май пулни (экстерриторилле мел). Калăпăр, эсир пропискăпа Чăваш Енре е урăх регионра тăратăр, унта сирӗн куçман пурлăх пур (çурт, хваттер е ытти), анчах пурăнма Тутарстанра пурăнатăр, ӗç, çемье кунта. Енчен те сирӗн тăван регионта куçман пурлăх пулсан ăна Тутарстанри МФЦсенчен хуть те хăшне кайса та регистрацилеме пултаратăр. Урăхла каласан, пропискăпа тăракан вырăна тухса çӳремелле мар. Ытти регионсенче пурăнакан Тутарстан çыннисем çинчен те çавнах каламалла. Вӗсем те кунти куçман пурлăха пурăнакан хуть хăш регионта та регистрацилеме пултараççӗ.   
Экстерриторилле мелпе заявлени парсан патшалăх регистраторӗ заявление электронлă формăна куçарса панă документсене тӗрӗслет, хутсене тавăрса пама сăлтав çуккине палăрт­са вӗсене куçман пурлăх вырнаçнă регионти Росреестр управленине ярса парать. Хатӗр документсене заявлени панă МФЦ офисӗнчех илме пулать.
Ку çулта çак майпа сакăр уйăх хушшинче республикăра пурăнакансенчен 4 пин заявлени пăхса тухнă. Унсăр пуçне Росреестрăн Тутарстанри управленийӗ ытти регионсенчен килнӗ 8300 заявление пăхса тухнă. Кусем ӗнтӗ республика тулашӗнче пурăнакан Тутарстан çыннисем.  

Ултавлă сайтсене хупаççӗ

ЕГРНран сведенисем илес ӗçе те улшăнусем кӗнӗ. Ку енӗпе халӗ мӗнпур полномочие кадастр палатисене панă. Апрелӗн 30-мӗшӗнчен пуçласа граждансен ЕГРНран куçман пурлăхпа çыхăннă сведенисене чикӗсене палăртнă акт евӗр илме май пур. Сведенисене электронлă майпа та хут документ пек те илме пулать. Электронли самай йӳнӗрех. Ӗлӗк кун пек май пулман, межевой план тутармалла пулнă. Çӗнӗлӗх куçман пурлăх объекчӗсен енӗпе кӳршӗсем, çемьере тухакан тавлашусене татса парассине çăмăллатать.
Çавăн пекех ЕГРН сведенийӗсене сутасси çине те чару хунă. Ултавлă сайтсем харпăрçăсен прависене пăснисӗр пуçне кирлӗ сведенисене укçалла сутаççӗ. Патшалăх органӗсем вара ăна тӳлевсӗрех параççӗ. Харпăрçăсене хӳтӗлес тӗллевпе ултавлă сайтсене тупса палăртса вӗсен ӗçне чарма йышăннă.

Ирина ГОРДЕЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев